12 августа 2008 г.
Юнкун “Акконд-агро фирма” УАОн сала çывăхĕнчи комплексне Белоруссирен пушмак пăрусем тиенĕ тепĕр 5 фура пырса çитнĕ. Ку хутĕнче Витебск облаçĕнчен тепĕр 165 пуç выльăх илсе килнĕ. Çапла вара кăçал кÿрсе килме палăртнă 480 пуçран 265 пуçне комплекс йышăннă ĕнтĕ. Çак кунсенчех тепĕр икĕ скотовозпа 66 пуç килсе çитнĕ. Выльăхсем хăйсене çĕнĕ вырăнта аванах туяççĕ. Малтанхи ушкăнпа килсе çитнĕ пушмаксенчен тата тепри пăруласа панă. Ку хутĕнче тына тунă. Амăшне йĕркеллех ĕмет.
Килсе çитнĕ выльăхсене рулонсенчи типĕ утта вĕтетсе панă. Майĕпен вĕсене карантин вăхăтĕнчи рацион çине куçарса пыраççĕ. Пирвайхи ушкăнри выльăхсем мăнтăр ÿтлĕ пулнăран (унта 547-590 килограмм йывăрăш пушмаксем те пур), вĕсене рациона апата хушса пама тивет (унсăрăн выльăхсем лайăх тапратса пăрулаймĕç). Пушмаксем пăрулас умĕнхи иккĕмĕш тапхăрта. Вĕсене халĕ кушăхтарнă курăка вĕтетсе çитереççĕ. Ун çине 6 кг силос е сенаж, 1 кг çăнăх тата тăвар хушаççĕ. Кăштахран симĕс масса, çăнăх виçине ÿстересшĕн. Выльăхсем апата çĕрĕпе те çиме пултараççĕ. Çисе тăрансан, поилкăсенчен шыв ĕçеççĕ, матрас çине "хăйсен выртмалли ятарлă вырăнĕ" выртса канаççĕ, хырăмĕ выçсан каллех апат сĕтелĕ умне пыраççĕ.
Çак уй ăх вĕçĕнче тепĕр 149 пуç илсе килме палăртаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: çул çинче кун çути курнă пĕрремĕш пăру. Ăна ветеринари ĕçченĕ йышăнать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"