08 августа 2008 г.
Халĕ унчченхи мар. Унччен кашни ялта, кашни колхозпа совхозра тенĕ пек стройка пынă пулсан, пурăнмалли çурт-йĕрсем, производство объекчĕсем, ача сачĕсемпе культура çурчĕсем, шкулсем, эрозирен хÿтĕленмелли гидротехника сооруженийĕсем тунă пулсан, халĕ, шел те, çак хастарлăх ялта пит курăнсах каймасть.
Çапах та ялсенче строительство вуçех те пымасть тени тĕрĕсех мар пулнă пулĕччĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе тата хăйсен вăйĕпе пурăнмалли çурт-йĕр лартакансем, килти хуралтăсене çĕнетекенсем çавах та пур. Хăш-пĕр ялсенче ытларах вĕсем, теприсенче пăч-пачрах кăна. Çапах та унта та кунта пысăк мар строительство ĕçĕсем пыни те ялта пурнăç чарăнса ларманнине, çынсем малаллах талпăннине кăтартса парать. Тепĕр енчен, ялсене çут çанталăк газĕ илсе çитерни, хытă сийлĕ çулсем сарса пани, маршрутлă автобуссем çÿретни пурнăç хăтлăхне ÿстерме пулăшать. Çынсене ĕç вырăнĕсем туса парсан, производствăна, ял экономикине вăйлатса пырсан, тата та лайăхрах улшăнусем пулнă пулĕччĕç, пурнăçа ытларах ырă витĕм кÿрĕччĕ.
Стройка, строительство ĕçĕсем тенĕрен, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.П. Хайдукова хăйсен ялĕнче те пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕр тăвакансем пуррине каларĕ. Вăл, сăмахран, Йăнтăрчă ялĕнчи Карл Маркс урамĕнчи Воробьевсене асăнчĕ. Çамрăк çемье. Сергей Витальевич ялти шкулта автобус водителĕнче тăрăшнине пĕлтерчĕ. Хăш-пĕр чухне, ирĕк илсе, республика тулашне те ĕçлеме кайса килет иккен. Паллă ĕнтĕ, çурт-йĕр тунă чухне укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Арăмĕ Тăвайри çăкăр заводĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра иккĕмĕш ачапа декретлă отпускра – пĕлтĕр Артем ятлă ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ Воробьевсен. Малтанхи вара хĕр – Диана, вăл 2002 çулта çуралнăскер.
Çурт тума Воробьевсене субсиди парса пулăшнă. Никĕс ярса, кирпĕчрен çурт хăпартса лартнă, тăррине оцинковкăпа витсе хунă. Каменщиксем тытсах купаланă стенисене. Халĕ шалтан йĕркелеççĕ. Пĕр вăхăтрах хуралтăсем те тăваççĕ. “Воробьевсем – йĕркеллĕ, тăрăшуллă çемье. Сергей хăй обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть”, – терĕ Ирина Петровна.
Тенеялĕнчи Ольăпа Сергей (кунта та Сергей!) Петровсем те хăйсене валли пурăнмалли çурт-йĕр тăваççĕ. Çамрăк çемьесене пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн вĕсене те çурт-йĕр çавăрма субсиди панă. Петровсем Ворошилов урамĕнче çурт вырăнĕ илнĕ, никĕсне ярса, стенисене хăпартнă. Ятуллă çурт пулать, теççĕ. Ирина Петровна евитленĕ тăрăх, çамрăк мăшăр ялтах ĕçлесе пурăнать, ача-пăчаллă, Петровсен Настьăпа Даниил ÿсеççĕ.
Ахтямовсем те, кирпĕчрен тăпкăл-тăпкăл çурт лартнăскерсем, ăна пурăнма кĕме хатĕрлесе пыраççĕ.
Çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче пÿрт-çурт лартмалла, ача-пăча çуратса çитĕнтермелле, йывăçсем лартса ÿстермелле, теççĕ. Хальхи пурнăçра та, куратпăр, çынсем çак ырă йăлана тĕв хурса пурăнма тăрăшаççĕ. Çапла вара, кашниех пăртакçă строитель те эпир. Апла пулсан, çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ строитель кунĕ пулнине асра тытса, пурне те пурнăçра ăнăçусем, ырлăх-сывлăхпа телей сунма сăлтав пур.
Источник: "Ял ĕçченĕ"