08 августа 2008 г.
Кăçалхипе 3-мĕш çул Тăрмăшра ял уявĕпе спорт уявне пĕрле йĕркелерĕç. Августăн 2-мĕшĕнче ялти стадиона çын нумай пухăнчĕ, суту-илÿ ĕçлерĕ, шашлăк пĕçерчĕç. Уява Тăрмăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Разин уçрĕ. Район администрацийĕ ячĕпе пухăннисене В.Ванерке саламларĕ.
Ял çĕнелсе ÿссех пырать. Çамрăксем мăшăрланаççĕ, çурт-йĕр çавăраççĕ, ачасем çуралаççĕ. Акă, Светланăпа Петр Кузьминсен 2-мĕш ачи Диана çуралнă. Аслă ачи Саша 2-мĕш класа куçнă. Кузьминсем Октябрьски урамĕнче çĕнĕ çурт лартаççĕ. Светлана Николаевнăна иртнĕ çул ял хуçалăх министерстви каялла тавăрса памалла мар ссуда парса пулăшнă. Петр Николаевич хăй Юдинăра чугун çул çинче ВОХРта ĕçлет.
Хăйсен ентешне Вячеслав Васильева асăнса тăрмăшсем çуллен футболпа волейбол турнирĕсем йĕркелеççĕ, хăнасене те чĕнеççĕ. Кăçал Канаш хулин Хĕвел тухăç районĕнчи “Восторг” командин футболисчĕсем килчĕç. Вăйă 0:0 шутпа вĕçленчĕ, пенальтисен серине вара 4:2 шутпа тăрмăшсем выляса илчĕç. Тăрмăш командинчи В.Васильев вратаре, Вл.Васильев хÿтĕлекене, А.Андреев тапăнакана, хăнасенчен Ю.Николаев вратаре, Е.Абрамов çурма хÿтĕлекене вăйăра чи пултаруллă футболистсем тесе хавхалантарнă.
Ветерансемпе çамрăксем волейбол енĕпе тупăшрĕç. Опытпа хăнăху пĕрремĕшсен енче пулчĕ (3:2).
Шупашкартан паллă юрăçсем Стас Владимиров, Иван Шинжаев, Алина Алексеева тата ыттисем те килнĕ уява юрă-кĕвĕпе пуянлатма. Шупашкарти музыка училищинчен вĕренсе тухнă ентеш Алексей Матросовпа шкулта вĕренекен Женя Семенов та юрăсемпе хутшăнчĕç концерта.
Уяв аван шайра иртрĕ. Уншăн вырăнти ертÿçĕсемпе В.Лукин спонсора тав сăмахĕ каламалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"