08 августа 2008 г.
Кашни эрнекун санитари сехечĕ ирттермелли çинчен тунă йышăну майĕпен вăй илсе пырать Тăвай ялĕнче. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем çак кун çирĕплетсе панă территорисенче ÿссе кайнă çум курăка çулаççĕ, тĕрлĕ çÿп-çапа пуçтараççĕ.
“Тăвай кооперативĕ”, “Дорстрой” обществăсенче, ЛТЦра, почтăра, перекет банкĕнче, район больницинче, культура çурчĕпе библиотекăра, казначействăра, район администрацийĕнче, подстанцире тата ытти вырăнта ĕçлекенсем кашни эрнерех пĕчĕк субботник ирттереççĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене хальлĕхе пуçарулăх çитсех каймасть-ха. Пахча хĕррипе пиçен, мăян тата ытти çум курăк ашкăрать, часах вăррисене тăкаççĕ вĕсем.
Тасатнă çĕрте мар, вараламан вырăнта типтерлĕ, – теççĕ. Çакна кашнинех асра тытса тасалăхшăн тăрăшасчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"