08 августа 2008 г.
Августăн 12-мĕшĕнче “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцире Клиентсемпе вулакансен кунне ирттереççĕ. Хаçат тусĕсене – обществăлла корреспондентсене, çамрăк корреспондентсене, вулакансене, рекламăпа пĕлтерÿсем паракансене, çуралнă кунсемпе, уявсемпе саламлакансене хамăр пата кĕтетпĕр. Хăвăрпа пĕрле тĕрлĕ информаци илсе килме, пурнăçри çивĕч ыйтусене хускатма, хаçата лайăхлатмалли сĕнÿсем пама, асаилÿсем хăварма пултаратăр. Çакă пирĕн хушăри малашнехи çыхăнăва çирĕплетме пулăшнă пулĕччĕ.
Çак кун реклама, пĕлтерÿсем паракансене, саламлакансене редакци çăмăллăхсем туса парать, вĕсен заказĕсене 15 процент йÿнĕрехпе йышăнать. Кĕтетпĕр сире, туссем!
Источник: "Ял ĕçченĕ"