АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Филантроп” Преми лауреатне – районăн Хисеп кĕнекине (Общество)

05 августа 2008 г.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен “Филантроп” Премине туса хунăранпа кăçал 5 çул çитрĕ. Çав Премие инвалидсене икĕ çулта пĕр хутчен культурăпа искусствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн параççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăк пур çынсем, сывă çынсем пекех, пултарулăх ĕçĕнче çÿллĕ шая çĕкленме, тĕнче культурин аталанăвне пысăк тÿпе хывма пултараççĕ. Вĕсем, ыттисем пекех, пурнăçра хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Ахальтен мар РФ Правительстви хăйĕн постановленийĕпе çак Премие тĕнчери, ют çĕршывсенчи, Раççейри наукăпа техникăри, вĕрентÿри, культурăпа искусствăри чаплă çитĕнÿсемшĕн паракан премисен шутне кĕртнĕ. “Филантроп” Премийĕ культурăпа искусство енĕпе паракан чи пĕлтерĕшлĕ премисенчен пĕри пулса тăнине хăй вăхăтĕнче В.В.Путин та палăртнă.
Кăçалхи юбилейлĕ конкурса пирĕн ентеш Çĕнĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ Алексей Егорович Альфонс та хутшăнчĕ, “Ÿкерес пултарулăх” номинацире лауреат пулса тăчĕ.
Аса илтеретпĕр: “Филантроп” Премие çĕнсе илме Раççейĕн 78 регионĕнчен, никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнчи тата чикĕ леш енчи инçетри çĕршывсенчен 1327 заявка пырса кĕнĕ. СССР халăх артисчĕ И.Д.Кобзон ертсе пынипе жюри чи тивĕçлĕ 43 лауреата тата 23 дипломанта суйласа илнĕ. Çав шута А.Альфонс та кĕнĕ, номинацийĕнче лауреатăн 3-мĕш Премине тивĕçнĕ.
Алексей Егоровича май уйăхĕнче Мускава лауреатсемпе номинантсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă çĕре чĕнсе илчĕç. Церемоние РФ Патшалăх Думин, Федераци Канашĕн, Мускав тата Раççей Правительствисен, Президент Администрацийĕн представителĕсем, культурăпа искусствăн паллă çыннисем хутшăнчĕç.
–”Филантроп” мана çав тери килĕшрĕ, маншăн ĕмĕрлĕхе асра юлмалли самант пулса тăчĕ. Талантлă, ырă ĕмĕт-шухăшлă инвалидсемпе паллашни мана чун-чĕререн хавхалантарать. Эпĕ проекта “Иван Яковлевич Яковлев шкулĕнче” картинăпа тата ытти ĕçсемпе хутшăнтăм. Хамăн тĕп ĕç тесе шутлакан “Çемье – апатра” картинăна тăратманшăн кулянатăп. Вăл ăсталăх шайĕпе те çÿллĕрехчĕ, шухăшĕпе те тарăнрахчĕ. Шел, эпĕ ÿкермелли ĕçсемпе “Филантропа” урăх хутшăнма пултараймастăп, анчах манăн унпа сывпуллашас килмест-ха. Тепĕр икĕ çултан юрлассипе хутшăнса пăхасшăн. Мускава Преми илме кайсан, сывпуллашу каçĕнче эпĕ пĕр хатĕрленмесĕр “Нимене” юрра чăвашла икĕ çаврăм юрласа патăм. Мĕншĕн вăрăм юрларăм-ши, çынсем ăнланманнипе йăлăхрĕç пуль итлесе тесе куляннăччĕ, анчах тепĕр кунне ирхи апатра, ман çума пĕр вырăс хĕрарăмĕ пырса ларчĕ те сăмах пуçарчĕ. “Ман Сире ĕнерхи юрăшăн тав тăвас килет. Эпĕ театрти Гала-концертра итленĕ чи лайăх юрăсенчен пĕри – Эсир юрлани. Эсир чунтан юрлани кирек кама та килĕшĕ. Эпĕ – музыкант, ĕненĕр мана”, – терĕ хайхискер. Малтанхи каçхине иккĕленнĕскер, халь ĕнтĕ савăнса кайрăм. Çавăнтан 2010 çулта “Филантропа” юрăсемпе хутшăнас кăмăл çуралчĕ. Унта малтанлăха 5 юрă юрланине çырса ямалла, – хавхаланса каласа парать Алексей Егорович.
Ăна инвалидсен концерчĕ çав тери килĕшнĕ, хăй ĕмĕрĕнче вăл ку таранччен унашкалли курман та, илтмен те, тет. Тата унта хутшăннă çынсем питĕ ырă кăмăллă пулнине палăртать.
Юбилейлă “Филантроп” конкурсĕ çакăнпа кăна вĕçленмест-ха. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче Преми лауреачĕсене Финляндипе Швецие илсе кайса чысласшăн. Тăкаксене тулĕк хăйсен шутĕнчен саплаштармалла е спонсор пулăшăвĕпе усă курмалла. Алексей Егорович хăй унта питĕ кайса курас шухăшлă, ачисем те пулăшма шантараççĕ.
2008 çул Алексей Альфонс пурнăçне тата тепĕр паллă самантпа кĕрсе юлчĕ. Сăнарлă искусствăри çитĕнÿсемшĕн, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме хастар хутшăннăшăн ăна Тăвай районĕн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç. Районти ĕçпе юрă уявĕнче район пуçлăхĕ Н.И.Иванов ăна çакна çирĕплетекен Тав хутне парса саламларĕ.
Çитмĕл урлă каçнă Алексей Егорович, II ушкăн инваличĕ пулсан та, пурнăç çине çавăн пекех мал ĕмĕтлĕн, ĕçлес хастарлăхпа пăхать. Турă парнелекен кашни куна вăл çынсемшĕн ырă тунипе, вĕсене савăнăç кÿнипе кĕтсе илесшĕн.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика