АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтава тивĕçнисенчен пĕри (Общество)

05 августа 2008 г.

Мухтава тивĕçнисенчен пĕри (Общество)

 
Паян Василий Данилович Данилов 85 çул тултарать. Çулланнă çынсене вăл камне ăнлантарма кирлĕ мар, Василий Даниловича хăй вăхăтĕнче районта кăна мар, республикăра та нумайăшĕ аван пĕлнĕ. Вăл пĕр улшăнмасăр 29 çул “Красная Чувашия” колхоза ертсе пынă. Çав çулсенче хуçалăх ÿссе тĕрекленнĕ, уйсенчен программăланă тухăç илме вĕреннĕ, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне темиçе хут ÿстернĕ, çуллен тенĕ пек строительство объекчĕсем ĕçе кĕртнĕ. Çитмĕлмĕш, сакăр вуннăмĕш çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăх пайтах Хĕрлĕ ялавсемпе дипломсем çĕнсе илнĕ. Çав шутра КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн, РСФСР Ял хуçалăх министерствипе Профсоюзсен Тĕп Комитечĕн, РСФСР Министрсен Совечĕпе ВЦСПСăн, ялавĕсемпе пĕрлех СССР Ял хуçалăх министерствипе Профсоюзсен Тĕп Комитечĕн “Асăну ялавне” те. Ялавсемпе, дипломсемпе пĕрле хуçалăх кассине укçа-тенкĕ те пырса кĕнĕ. Эпĕ астăвасса, районта икĕ хуçалăх, вĕсене ертсе пыракан икĕ председатель, икĕ фронтовик - Василий Даниловпа Демьян Александров "Тенеялĕ" – чи пултаруллă, чи шанчăклă, чи хисеплĕ ертÿçĕсемччĕ. Халĕ пурне те асра тытма кансĕр, анчах Василий Даниловича панă наградăпа саламлама Енĕш Нăрваша КПСС обкомĕн иккĕмĕш секретарĕ А.М.Леонтьевпа Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн председателĕ С.М.Ислюков килнĕччĕ. Республика ертÿçисен кашни колхоз председательнех кайса саламлама ерçÿ пулас çук, анчах Нăрваша Василий Данилович патне килнĕ. Кашни председателе КПСС райкомĕн бюро членне суйламаççĕ, Василий Данилович чĕрĕк ĕмĕре яхăн бюро членĕ, район Совечĕн депутачĕ пулнă. Унăн биографийĕнчи çак икĕ пĕчĕк деталь те Василий Данилович ялта, районта, республикăра мĕн тери хисеплĕ, чыслă-сумлă çынсенчен пĕри пулнине кăтартать. Чи хакли вара – ял-йыш сумĕ. Вăл хуçалăха ертсе пынă çулсенче колхозниксем тулăх пурăннă, пуласлăха шанса ĕçленĕ. Ĕçлекен çынна лайăх хавхалантарнă. Паллах, хуçалăх çитĕнĕвĕсенче пĕтĕмпех ертÿçĕн тÿпине курасшăн мар эпĕ. Анчах вăл хăйне пулăшса пыракан кадрсене тупса лартма, вĕсен ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пыма пĕлнинчен питĕ нумай килнĕ.
Василий Данилович Данилов 1923 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче Танила тимрĕç çемйинче çуралнă. Ялти тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. Канашри механизаци шкулĕнче тракториста вĕреннĕ. 1941 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен Тăвай МТСĕнче трактористра ĕçлеме тытăннă. 1942 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1947 çулхи февральччен Инçет Хĕвелтухăçĕнче çар хĕсметĕнче тăрать, милитаристла Японие çĕмĕрсе тăкма хутшăнать, Мухтав орденне тивĕçет.
–Службăна илсеннех мана полк шкулне радистсен курсне вĕренме ячĕç, унтан III класлă специалист пулса тухрăм. Часах II класс пачĕç. Радиостанци начальникĕ пулса тăтăм. Хăй вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕччĕ ку, – аса илет вăрçă ветеранĕ.
Тăван яла таврăнсан В.Данилов сержант каллех хурçă ут çине ларать. Тăрăшуллă çамрăка часах трактор бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Çичĕ çул тăрăшать вăл çак ĕçре. Анчах 1957 çулхи декабрь унăн кун-çулне татăклăн улăштарать. Раштавăн 23-мĕшĕнче КПСС райкомĕн бюровĕ сĕннипе ял-йыш ăна “Красная Чувашия” колхоз председательне суйлать. Вăтăр çула яхăн ертсе пырать вăл тăван хуçалăха. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх аталанăвĕн чи ăнăçлă çулĕсем пулса тăчĕç вĕсем, пĕр вăхăтрах Василий Даниловăн кун-çулĕпе уйрăлми тачă çыхăннă çулсем. Вăрçă çулĕсенче мĕнле хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, мирлĕ ĕçре те çавăн пекех хастаррăн вăй хунă вăл. Ахальтен мар унăн çар наградисем çумне мирлĕ ĕçре “Хисеп Палли”, Ленин орденĕсем хушăннă. Вăл Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ работникĕ. Хуçалăхпа унăн ертÿçи 4 хутчен ВДНХ участникĕ пулнă.
6 ывăл та 1 хĕр пăхса çитĕнтерчĕç Даниловсем. Вĕсенчен кашниех пурнăçра хăйĕн çулне тупрĕ, тĕрлĕ ĕçре тăрăшать. 18 мăнук, мăнукĕсен ачисем 12 халĕ Василий Даниловичăн "шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕни чылай пулать". Унран пуян çын та çук темелле. Çулĕсене кура мар хăйне патвар туять-ха ветеран. Кашни ир кĕçĕн кинне кĕтÿ хăваласа, каçпа ĕнене кайса илсе, кил хуçалăхри ытти ĕçсенче пулăшать. Любовь Владимировнашăн ку та пысăк çăмăллăх. Ăна шкула, музее тĕл пулусене чĕнеççĕ. “Советская Чувашия”, “Ял ĕçченĕ” хаçатсене вуласа тухмасăр алăран ямасть ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Телевизорпа çĕнĕ хыпарсем пăхать, районта, республикăра, çĕр-шывра, тĕнчере мĕн пулса иртнипе кăсăклансах тăрать. Ăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Ним тума та çук, çулсем хăйсеннех хăвалаççĕ. Тăван хуçалăх, тăван район, республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеме хутшăннă, пурнăçра яланах малтисен ретĕнче тăнă Василий Данилович Данилова 85 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр, вăрăм та сывлăхлă кун-çул, телейлĕ ватлăх сунатпăр. Тавах Сире пуриншĕн те!
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика