АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсен пĕрремĕш ушкăнĕ килсе çитрĕ (Сельское хозяйство)

05 августа 2008 г.

Выльăхсен пĕрремĕш ушкăнĕ килсе çитрĕ (Сельское хозяйство)

Вырсарнире “Акконд-агро фирмăн” выльăх-чĕрлĕх комплексне Белоруссирен (Гродно облаçĕнчи “Можейково” ăратлă ĕне выльăх ĕрчетекен хуçалăхран) чуптарнă хура-ула ăратри пушмак пăрусен 1-мĕш ушкăнĕ килсе çитрĕ. 100 пуç пушмака икшер хутлă выльăх турттармалли ятарлă автомашинăсемпе кÿрсе килнĕ. Выльăхсем çул çинче 2 талăк ытла пулнă, 100 пуç выльăх вырăнне 101 пуç кĕртме тивнĕ, мĕншĕн тесен пĕр пушмакĕ çул çинчех пăруласа панă, вăкăр тунă. Амăшĕ те, пăрушĕ те хăйсене йĕркеллех туяççĕ, апат çиеççĕ. Выльăхсем ырхан мар, мăнтăр ÿтлĕ курăнаççĕ.
Комплексра ĕçлекенсем выльăхсене кĕтсе илме хатĕр тăнă. Раздатчик мăйракаллă “хăнасем” çитес умĕн апат сĕтелĕ çине вĕтетсе шантарнă курăк валеçсе тухнă, шыва поилкăсенчен ĕçме хăнăхиччен савăтсемпе те лартса панă. Выльăхсем халĕ 1 уйăх карантинра пулаççĕ. Çав тапхăрта ветеринари енĕпе вĕсемпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă.
Çак кунсенчех комплекса тынашкасен тепĕр ушкăнĕ 5 автомашинăпа килсе çитмелле. Çапла вара çĕнĕ комплекс ĕçлеме тытăнчĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика