АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллăран иртнĕ тесе калаймăн (Общество)

01 августа 2008 г.

Аллăран иртнĕ тесе калаймăн (Общество)

Сехет шакканă май çын ĕмĕрĕ те малаллах шăвать. Сисĕнмесĕрех 15 çул, унтан 35 иртет, пенсие кайма та вăхăт çитет.
Тăвайра пурăнакан Светлана Петрован 55 çулхи юбилейне паллă тума çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче хăна-вĕрле нумай пухăнĕ. Тăпăл-тапăл кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăма аллăран иртнĕ тесе калаймăн.
С.Ф.Петрова 1953 çулта Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере 8 ача пулнă. Ашшĕ, Федор Ильич, шкулта ачасене математикăпа ĕç урокĕсене вĕрентнĕ. Ăста алăллăскер киле валли те парттăсем туса лартнă. Амăшĕ, Агреппина Николаевна, шкулта техслужащире ĕçленĕ. Ырă кăмăллă, лăпкă чунлă хĕрарăм кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Светлана та амăшнех хывнă. Кăмăлĕ çав тери ырă, сăпайлă. Çемье пысăк пулсан та, çуллен Мăнкуна пур ачине те сатин шăлавар, кĕпе çĕлесе тăхăнтарнă. Светлана та мĕн пĕчĕкрен çĕлеме юратнă, амăшĕ çĕвĕ машини ванать тесе чарса тăман, çĕлеме вĕрентĕр,– тенĕ. 8 класс пĕтерсен вара хĕр Çĕрпÿри çĕвĕ училищине вĕренме кайнă. Лайăх паллăсемпе пĕтернĕ çамрăка 1971 çулта Тăвайри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината ĕçе илнĕ, тепĕр икĕ çултан вара Светлана Федоровнана закройщицăна вĕренме янă. Унтан пултаруллă хĕре çĕвĕ цехĕн ертÿçи пулма шаннă.
Чипер пит-куçлă, ăшă чунлă та çепĕç чĕлхеллĕ пикене Эльпуç каччи Михаил Петров килĕштернĕ. 1975 çулта вĕсем туй тунă, Тăвай ялĕнче пурăнма пуçланă. Мăшăрĕ ĕмрипех руль умĕнче, нумай çул ĕнтĕ вăл Тăвайри кирпĕч заводĕнче водительре тăрăшать.
Пĕр хушă Светлана Федоровна социаллă хÿтлĕх пайĕн инспекторĕнче вăй хунă. Чуна çывăх ĕç вара хăй патнех туртнă. 1987 çултан паянхи кунчченех КБОра çĕвĕ цехĕнче закройщицăра ĕçлет. Ĕçне вăл питĕ тĕплĕ, юратса тăвать. Килекене яланах тарават йышăнать. Пĕррехинче Канаш районĕнчен ватă мăшăр фуфайка çĕлеттерме килнĕ цеха, ун чух унашкал фасонлă япала çĕлемен пулин те, заказне йышăнса юлнă. Ятуллă тумах çĕлесе панă. Вĕсем савăнса çĕвĕçсене тав туса тухса кайнă. Темле май çук пулсан та япала çĕлетме, юсама килекенсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшать ăста çĕвĕç.
Тĕрлĕ япала çĕлеççĕ цехра. Шупашкарти “Акконд” кондитер фабрики валли те спецовкăсем хатĕрлеççĕ. Кĕпе-йĕм юсаттарма чылай çын килет вĕсем патне.
Светлана Федоровна закройщицăсăр пуçне япала йышăнакан, склад заведующийĕ те шутланать. С.Хумышев директор ун пирки ырă сăмах кăна каларĕ, пенсие тухсан та ĕçлеме хăварасшăн.
Харсăр хĕрарăма ял-йыш хисеплет. Мăшăрĕпе Михаил Ивановичпа ывăлпа хĕр ÿстерсе çитĕнтерчĕç вĕсем, иккĕшĕ те медицина енĕпе вĕренсе тухнă. Мускавра ĕçлеççĕ. Алексей – фельдшер, мăшăрĕпе Наташăпа икĕ ача ÿстереççĕ. Хĕрĕ Татьяна вара клиникăра ĕçлет, ывăл çитĕнет çемьере. Кÿршисемпе пĕр килти пек пурăнни çинчен те асăнчĕ С.Петрова. Аппăшне Елена Федоровнана ачисене ÿстерме, халĕ мăнукĕсене ура çине тăратма пулăшнăшăн чĕререн тав тăвать.
Пултаруллă хĕрарăма 55 çул тултарнă ятпа ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: С.Ф.Петрова ĕç вăхăтĕнче.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика