01 августа 2008 г.
Çурт-йĕрсĕр çын – тымарсăр йывăç пек. Хăтлă çурт-йĕр пурри çынна тĕпленсе пурăнма, малашлăх пирки шухăшлама май парать. Анчах строительство материалĕсем те, пурнăç хăй те вĕçĕм хакланса пынă условисенче нумайăшĕшĕн çурт-йĕр çавăрасси, хваттер туянасси пĕртте çăмăл ĕç мар. Çавăнпа патшалăх та хăй енчен субсидисем, кредитсем парса пулăшать. “Пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă программа, «Çамрăк çемьесене пулăшасси подпрограмма ĕçлет тата ытти те. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх витисем, хуралтăсем тума е юсаса çĕнетме çăмăллăхлă кредитсем параççĕ. Çав вăхăтрах çынсем укçа-тенкĕ пухса хăйсен вăйĕпе те çурт-йĕр, хуралтăсем çавăрма тăрăшаççĕ. Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Надежда Ильинична Потапова Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси ялĕсенче çурт-йĕр çавăрса унта тинтерех пурăнма кĕнĕ тата ăна хальхи вăхăтра та лартакансем пирки хаваспах каласа пачĕ пире. Акă Кивĕ Пуянкассинчи Антоновсен çемйи çамрăк çемье шутланать. Александрпа Татьяна Антоновсем кирпĕчрен çурт-йĕр çавăрса çĕнĕ урама, ферма çывăхне уйрăлса тухнă. Икĕ ача – ывăлпа хĕр çитĕнет вĕсен. Çамрăксене пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьене çурт-йĕр лартма каялла тавăрса памалла мар субсиди панă.
Алина Григорьевна Николаева – пĕччен ача амăшĕ. Вăл та субсидие тивĕçнĕ, кредит та илнĕ. Кирпĕчрен илемлĕ, пысăк та хăтлă çурт лартнă вăл, унта пурăнма тытăннă. Патшалăхран пулăшу илнисĕр пуçне, Алина Григорьевна республика тулашне ĕçлеме çÿресе те укçа пухма тăрăшнине асăнчĕ Надежда Ильинична.
Çĕнĕ Пуянкассинчи Петровсем те кирпĕчрен пĕр хутлă хитре çурт янтăланă. Ял çыннисем каланă тăрăх, Валерий Леонидович килтисем пулăшнипе пĕччен тенĕ пек купаланă стенисене. Çакă, çăмăл мар пулсан та, тăкаксене чакарма, укçа-тенкĕне перекетлеме май панă. Петровсен 3 ача.
Кивĕ Пуянкассинчи Гурьевсем амăшĕн кил-çурчĕ вырăнĕнче тĕпленме шутланă, икĕ хутлă çурт хăпартса лартнă, тăррине черепица витнĕ, халĕ шалти пÿлĕмсене йĕркелеççĕ. Çуртне, тĕпрен илсен, хăйсемех купаласа пĕтернĕ иккен. Андрей Александрович республика тулашне ĕçлеме çÿрет пулсан, мăшăрĕ, Светлана Валерьевна, ялти садикре медсестрара тăрăшать, терĕç.
Тепĕр çамрăк çемье, Павловсем, уя, ферма патне участок илсе, кирпĕчрен пысăк çурт хăпартнă. Икĕ ача вĕсен. Сергей Ивановичпа Светлана Алексеевна çурт-йĕре хăйсен укçи-тенкипе тунă. Светлана Алексеевна пирки калас пулсан, вăл тĕрĕ ăсти пулнине, выставкăсене те хутшăннине каласа пачĕ Н.Потапова.
Çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă е ăна халĕ тăвакансен шутĕнче Надежда Ильинична Петр Владимирович Макаровсен, Андрей Петрович Васильевсен, Дмитрий Евгеньевич Казаковсен, Эдуард Петрович Семеновсен çемйисене те асăнчĕ. Çавăн пекех “Çамрăк çемье” кредит илсе Тăвайра е ытти çĕрте хваттер туянакансем те пулнă. Чи лайăххи – çамрăк çемьесем малашлăх пирки шухăшлаççĕ, пурнăç условийĕсене йĕркелеме тăрăшаççĕ, ачи-пăчишĕн тимлеççĕ, терĕ вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.И.Потапова.
Çапах та патшалăх паян яла çĕнетсе лайăхлатма уйăракан инвестицисем çав-çавах çителĕксĕрри сисĕнет. Çурт-йĕр çавăрма пулăшасси, пурнăç хăтлăхне ÿстерсе пырасси, ĕç вырăнĕсем туса хурасси чылай пысăкрах тимлĕх ыйтать. Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама çитес çулсенче тĕрлĕ каналсемпе 8 млрд. тенкĕ уйăраççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"