АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни йыш хушĕ (Экология, общество)

01 августа 2008 г.

Çут çанталăкпа хутшăнни пире ялан тенĕ пекех савăнăç кÿрет. Чĕрчунсемпе ÿсен-тăран тĕнчи, тавралăх илемĕ кирек камра та, ахăртнех, ырă туйăм çуратать. Анчах çак пуянлăха упрама та пĕлмелле. Ку тĕлĕшпе сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи Канашри обществи те хăйĕн тÿпине хывма, чĕрчунсен тĕнчине йыш хушма пулăшма, чĕрчунсене тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлама, йĕркелесе тăма тăрăшать, биотехника мероприятийĕсемпе учет ĕçĕсем ирттерет, пулăшу службисем туса хурать.
Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ чĕрчунсемпе вĕçен кайăксем пурăнаççĕ, ĕрчеççĕ, йăх хушаççĕ. Кăçалхи май уйăхĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕ хушшинче пирĕн тăрăхра пурăнакан хăш-пĕр чĕрчунсемпе кайăксене – тилĕсене, пурăшсене, сăвăрсене тата çавăн пекех кайăк кăвакалĕсене шута илнĕ. Вăл кăтартса панă тăрăх, тилĕсен йышĕ хушăнни паллă пулчĕ, çав вăхăтрах пурăшсемпе сăвăрсем чакнă. Сăлтавĕ паллă, браконьерсем канăç памаççĕ вĕсене, тĕрлĕ майпа усă курса тытаççĕ. Сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинче йĕркеленнĕ обществи çут çанталăка, чĕрчунсен тĕнчине сăтăр тăвакан çакнашкал çынсемпе вирлĕн кĕрешме тĕллев лартнă. Пирĕн тăрăхра пурăшсемпе сăвăрсене тытма юрамасть. Çавăнпа браконьерсене тупса палăртмашкăн, вĕсен ирсĕр ĕмĕчĕсене, ĕçĕсене сирсе ямашкăн ятарлă рейдсем йĕркелесе ирттерме, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлеме, сăтăрçăсене тăрă шыв çине кăларма, явап тыттарма палăртнă. Тĕслĕхрен, Кармал ялĕ çывăхĕнче ĕрчесе пурăнакан сăвăрсене тытас шутпа браконьерсем вĕсен шăтăкĕсене капкăн тата мăйкăç лартнине тупнă. Халĕ çыннисене тупса палăртса явап тыттарма тăрăшаççĕ.
Çут çанталăк пуянлăхĕ, ăна упрасси, чĕрчунсемпе ÿсен-тăран тĕнчине аталанма пулăшасси хамăртан нумай килет. Пĕтерме мар, ĕрчеме, йыш хушма пулăшмалла пирĕн, ырă тума тăрăшмалла.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика