01 августа 2008 г.
Июлĕн 29-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ, “Единая Россия” фракци членĕ Павел Семенов Тăвай районĕнче пулса суйлавçăсемпе тĕл пулчĕ.
–Халĕ Дума депутачĕсен сентябрĕн 1-мĕшĕччен каникул вăхăчĕ. Çавăнпа усă курса эпĕ официаллă мар йĕркепе ял поселенийĕсене çитсе хамăн суйлавçăсемпе тĕл пулса, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явма, май пур таран вĕсене пулăшма тĕллев лартрăм. Пирваях сире пурсăра та суйлава хастар хутшăннăшăн, пире шанса депутата суйланăшăн тав тăватăп. Чăваш Республикинчен эпир, “Единая Россия” фракци членĕсем, виçĕ депутат – Константин Косачев, Раççей Геройĕ Николай Бударин космонавт тата эпĕ – суйлантăмăр. Хам енчен тăван республикăна, тăван района пулăшса пыма шантаратăп.
Темиçе çул каялла кăна пĕрлехи тĕлпулусенче района газификацилес тĕп ыйту тăратчĕ. Пурнăç улшăнать. Халĕ ялсене газ кĕртес ыйту кун йĕркинче тăмасть. Паян эпир сирĕнпе ял урамĕсене асфальт сарас, халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес, культурăна çĕклес, ку чухнехи физкультурăпа спорт комплексĕсем тăвас, пенсисемпе ĕç укçине ÿстерес ыйтусене хускататпăр. Ял хуçалăхĕ те унчченхи пек тĕпсĕр шăтăк пулса юлмĕ. Унта та ырă улшăнусем палăраççĕ. Çавах та пурнăçра йывăрлăхсемсĕр мар ĕнтĕ, вĕсем яланах пулнă, пулĕç те. Çавăнпа та итлетĕп Сире. Тархасшăн, мĕнле ыйтусем пур, камăн чунне мĕн ыраттарать; - çак сăмахсемпе пуçларĕ тĕл пулăва Павел Владимирович.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Гаврилов Канашалла каякан çула Тăвай ялĕ витĕр мар, “Сельхозхими” тĕлĕнчен Сала енне çаврăнса тухмалла тăвас ыйтăва хускатрĕ. Ял урамĕсем ансăр, куçăм вăйлă, çавăнпа та унта çул-йĕр инкекĕсем тăтăш пулаççĕ.
Депутат асăннă çул сыпăкне тăвас ыйту мĕнле тапхăрта пулнипе интересленчĕ, çак кунсенчех ку ыйтăва тивĕçлĕ çынсем патĕнче хускатма пулчĕ.
Район центрĕнчи Садовая урамра пурăнакан Э.Павлова “Акконд-агро фирма” хыçĕнчи çырма урлă шанчăклă каçма çукки çак урамра пурăнакансене хытах пăшăрхантарни пирки каларĕ. Хальхи каçма пеккин карлăкĕсем çук, ун тăрăх аялалла анса каçмалла. Йĕпе-сапара ура шуса кайнипе е такăннипе ним мар çырма тĕпне ÿке пама пулать. Карлăксем çуккипех тĕттĕмре (çутă та çук) çын чикеленсе кайса çырма тĕпне ÿксе вилнĕ тĕслĕх те пулнă. Суйлавçă каçмана çырма тĕпнелле анмасăр урампа шай çĕклентерсе тата карлăклă тутарас ĕçре пулăшу ыйтать.
–Çак тата стадиона каякан сукмак çинчи каçмана юсас ыйтусене ĕнер кăна Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕпе А.Ломоносовпа сÿтсе яврăмăр, пăшăрханма кирлĕ мар. Эсир ыйтнă пек татса паратпăр, – калаçăва хутшăнчĕ Г.Гаврилов.
– Çĕр пайĕсене регистрацилесси – чăкăлтăш ыйтусенчен пĕри. Вăхăт васкатать, çынсем хăйсен пайĕсене регистрацилеттерсе ĕлкĕреймеççĕ. Çак процедурăна пурнăçламалли вăхăта малалла та тăсма çук-ши; – пулчĕ ыйту экономика управленийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕнчен В.Александровран.
Ку ыйтăва çĕршывĕпех хускатаççĕ, Чăваш Енре кăна мар, хĕрÿ тавлашусем пыраççĕ. Регистраци вăхăтне тăсаççех пулĕ, хуравларĕ депутат.
Вăтаялĕнчи Козловсем çурт лартаççĕ. Анчах урампа пыракан магистраль пăрăхне вĕсен тĕлне çити хывман. Çамрăк кил хуçи арăмĕ магистраль пăрăхне хăйсен тĕлне çити тăстарас ыйтура пулăшу кĕтет.
Ыйтăва вырăна тухса татса пама йышăнчĕç.
Çавăн хыççăн депутатпа унăн пулăшаканĕсем Мучар ял поселенине çул тытрĕç. Депутат Мучарти суйлавçăсене кĕскен хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕршыври лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пурнăçа тăруках лайăхлатма çук, çакна валли вăхăт кирлĕ. Депутатран такам та пулăшу ыйтать. Вĕсен хушшинче кил хуçалăхĕ çунса кайнисем те, йывăр операцие кĕмелли çынсем те пур. Депутат вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.
П.Г.Жарков, 72 çулта: Мучар ялĕ шывсăр антăхать, çав шутра ача сачĕ те. Крупская ячĕллĕ урамра пĕртен-пĕр тараса. Тараси – тарăн, шывĕ нихăçан та иксĕлмест, ĕçме тутлă. Анчах пури çĕрĕшнĕ те шывĕ таса мар. Çав таса мар шыва ĕçсе пурăнатпăр. Тараса пури халь-халь ишĕлсе анасла. Вунă кил хуçалăх усă курать унпа. Тарасана хăй вăхăтĕнче юсас пирки ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулнă З.Бахмутована та каланă, анчах вăл пире çывăх вăхăтрах ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн водопровод пуласса шантарчĕ. Водопровод кăçал пулмасть, тен, çитес çул та. Пире вара шыв куллен кирлĕ. Районтан-и, республикăран-и пулăшма пултарĕç, тен; Ял поселенийĕн тарасана тасаттарма е çĕнĕрен чавтарма укçа çук.
П.Семенов: Водопровод пулатех. Программа ĕçлет. Çут-çанталăк газĕ ялсене çитнĕ пекех, сирĕн килĕрсене те пăрăх тăрăх таса шыв çитĕ. Анчах сирĕн тараса ыйтăвне хальтерех татса памалла. Атьăр çапла тăвăпăр. Специалистсене чĕнсе, ыйтăва августăн 10-мĕшĕччен татса парас: кивĕ тарасана юсама май çук пулсан, тен, çĕнĕрен чавмалла;
Ыйту: Чиркÿ тĕлне çити тата медпункт патне асфальт сартарасчĕ. Ватă çынсене çÿреме кансĕр, уйрăмах йĕпе-сапара. Яла автомашинăсемпе килекенсен те транспорт хатĕрне ял поселенийĕпе почта уйрăмĕ хушшинчи урама пăрахса хăварма тивет. Ветеринари участокне те çитме кансĕр.
В.Ванерке: Кирек мĕнле ĕç валли те халĕ проект кирлĕ. Проект тутарттарăр, вара çул та пулĕ. Хуçалăх меслечĕпе тума вăй çитереймĕр.
П.Семенов. Ял хушшинчи çулсене тăвас ыйтупа ял поселенийĕн депутачĕсем, районти депутатсен Пухăвĕ патне тухмалла. Кусем район шайĕнче татса памалли ыйтусем.
Мучарсем çавăн пекех пĕрлешÿллĕ хуçалăх юхăнса çитсе тулаш управляющи аллине кĕрсе ÿкни, çынсем валли ĕç çукки, уйрăмах çамрăксем ĕçсĕр нушаланни тата ытти кулленхи пурнăç пăтăрмахĕсем пирки сăмах хускатрĕç. Хăйсемпе кÿршĕллĕ Кĕрше хуçалăхĕнчех ĕç-пуç çав шая анса ларманнине палăртрĕç. Кĕршесем уйăхсерен ĕç укçи илеççĕ. Мучарсен вара 60 пуç ĕне те 30 пуç сысна тăрса юлнă, апла пулин те 2 заведующи тытаççĕ.
Вĕсен шухăшĕпе депутат та килĕшрĕ. Руководительтен, унăн яваплăхĕнчен, пуçарулăхĕпе тавçăрулăхĕнчен питĕ нумай килет хуçалăх аталанасси. Çакна вăл Красноармейски районĕнчи “Кр.Сормово” хуçалăх тĕслĕхĕпе те çирĕплетрĕ. Унашкал тĕслĕхсем хамăр тăрăхрах пур. Калăпăр, Кармалти Грачев фермер (хресчен) хуçалăхĕ. Мучарсен хуçалăхĕ панкрут патне çитнĕшĕн кĕршесем айăплă мар вĕт.
Павел Семенов Белковсен çамрăк çемйине виççĕмĕш ача çуралнă ятпа саламларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Çемьере чи кĕçĕнни 5 уйăхра, асли – пиллĕкре, садике çÿрет.
Депутат тĕл пулăва хутшăннă суйлавçăсене тав туса уйрăлчĕ, Тĕмер ял поселенине çитсе çаврăнма шутларĕ.
Тĕмерсем те кулленхи пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусенех хускатрĕç Патшалăх Думин депутачĕ умĕнче. Ял поселенийĕн депутачĕ Л.Канясев Николаев ячĕллĕ урамра пурăнакансем шывсăр тертленнине асăнчĕ. Çĕр айĕпе хывнă пăрăх пĕчĕк диаметрлă, шыв башни лутра вырăнта пулнипе шыв çак урамри 2-3 колонкăна кăна тивĕçтерет, ытти колонкăсем патне çитеймест. Урама питĕ асфальт сармалла, анчах пĕр пайĕнче урам варрипе çĕр айĕн газ пăрăхĕ хывнă пулнă.
Поселенин тĕп специалисчĕ С.Ярхунова пĕлтернĕ тăрăх, паха шывпа тивĕçтермелли программăна кĕрес тĕллевпе тăватă ялĕпе те проект тума тăратнă, ял хушшине клуб тĕлне çити асфальт сарассипе те проектпа смета документацийĕ пур. Ăна пурнăçа кĕртме 1100 пин тенкĕ кирлĕ пулать, çав шутран 800 пин тенки – федераллă бюджетран.
“Грачев” фермер хуçалăхĕн ертÿçи Кармалтан Канаш районне тÿрĕрен çул тăвас ыйтăва хускатрĕ. Хăй вăхăтĕнче ун пирки проект та пулнă имĕш. Депутат ыйтăва республика шайĕнче хускатма сĕнчĕ.
Тĕмер ялĕнчи Ефремова çемйинче виçĕ ача. Çĕршывăн демографи политикине пурнăçлама хастар хутшăннăшăн Павел Владимирович виçĕ ачаллă Наталья Леонидовнана парне парса хăварчĕ.
Тĕлпулу пуçламăшĕнче шантарнă пекех, П.Семеновпа унăн пулăшуçисем çула май Вăтаяльне Козловсен кил хуçалăхĕ тĕлне çитсе çаврăнчĕç. Лару-тăрăва вырăнта тишкерчĕç. Козловсем ĕçе васкатма пăрăх вырнаçтармалли траншейăна чавтарсах хунă.
Газовиксем çак кунсенчех пăрăх хурса седелка лартса пама шантарнине пĕлме тÿр килчĕ шанчăклă çăлкуçран.
Депутат района килсе суйлавçăсемпе тĕл пулнин усси пурах. Пĕрре вăл хăйĕн тивĕçне тÿрремĕн пурнăçланă чухне (Законсем йышăнса) суйлавçăсен пурнăçне шута илет, ăна çăмăллатма пулăшать. Суйлавçăсем те хăйсен депутачĕ пулăшнипе ку е тепĕр ыйтăва татса парассине хăвăртлатаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семеновпа унăн пулăшуçисем Вăтаялĕнчи Козловсен ыйтăвне вырăнта тишкереççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"