29 июля 2008 г.
Кармал ялне пырса кĕрекен урама шкул урамĕ тетпĕр эпир. Ăна асфальт сарнă. Асăннă урамăн тăххăрмĕшпе вуннăмĕш çуртсен хушшинче – çырма. Унта хĕлĕн-çăвĕн шыв юхать. Кунти виçĕ çырма пĕрлешнĕ çĕрти кĕпере тимĕр-бетонран тунă. Хальхи вăхăтра çак кĕпер умĕпе айĕ темтепĕрпе тулса ларнă. Вут-шанкă та, пластикĕ те, çÿп-çапĕ те, ытти ăпăр-тапăр та пур унта. Çумăр вăйлă çусан е çурхи шыв-шур вăхăтĕнче капланса кĕпере сиенлес хăрушлăх та пур. Кĕпер çывăхĕнче пурăнакан кил хуçалăхсен пахчисене те шыв илме пултарать. Мĕншĕн тесен шыв кĕпер урлă юхни пулнă пĕр çулхине. Çавăнпа вăхăтра тасатнине нимĕн те çитмĕ. “Ял ĕçченĕн” июнĕн 27-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ “Халăх шанăçне тивĕçлĕ” заметкăна вуласан, унта асăннă депутатсемех пулăшмĕç-ши шкул урамĕнчи кĕпер умĕпе айне тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатма тесе те шухăшлатăм. Вĕсенчен пĕри Н.Г.Ласточкин, çитменнине, ял старости те. Хăй те çав кĕпер урлă каçса çÿрет.
Çавăнпа шанас килет асăннă кĕпер айĕпе умне тĕрлĕ ăпăр-тапăртан вăхăтра тасатасса. Фермер хуçалăхĕн те айккинче тăмалла мар, вăл та транспортпа е ыттипе те пулăшма пултарать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"