29 июля 2008 г.
Иртнĕ юнкун пирĕн район çине темле хура шăпа тухнă тейĕн. Умĕнхи кун кăна Кĕтне юханшывĕнче 16 çулхи хĕр ача путса вилчĕ. Тепĕр куннех вара Çăлпуç кÿллинче 39 çулхи арçыннăн кун-çулĕ татăлчĕ. Çав хыпарсем ăс-тăнра вырнаçса та ĕлкĕрейменччĕ, васкавлă пулăшу машини хыттăн çухăртса Пуянкасси еннелле вĕçтерчĕ. Унăн сасси чĕрене шар çурать. Тата мĕнле инкек-ши;
Çĕнĕ Пуянкассинче 39 çулхи Н.Емельянова, икĕ ывăл амăшĕ, çакăннă иккен. Надежда Анатольевна юлашки çулсенче пурнăç техĕмне çухатсах пычĕ темелле, эрех серепине кĕрсе ÿкрĕ. 2-3 çул каялла кÿршĕ республикăна ĕçе те кайса вырнаçрĕ, пурăнма пÿлĕм те уйăрса пачĕç ăна, анчах усалĕ каялла çавăрчĕ пуль, таврăнчĕ те хăйĕн малтанхи пурнăçнех малалла тăсрĕ. Финал паллă.
Киччĕ çынни Николай Павлов 56 çулта. Çамрăкла шахтăра ĕçленĕ. Çемйине çухатнă, тен, эрехе пулах. Пĕр вăхăт хытă ĕçнĕ, теççĕ. Темиçе çул каялла тăван ялне килсе тĕпленнĕ. Пĕчченех пурăннă, юлашки вăхăтра ĕçнинех каламаççĕ. II ушкăн инваличĕ, те пурнăç тĕллевне çухатнăран, те ытти сăлтавпа, хăй çине алă хума шутланă.
Çав кунах Çĕнçырмара 1969 çулта çуралнă Александр Харитонов та хăй пурнăçĕ çине алă çĕкленĕ. Вăл килĕнче пĕчченех пурăннă, унта-кунта шапаша çÿрекеленĕ, ĕçлесе илнине ĕçсех пынă.
Çапла 1 кунра тăватă вилĕм, пĕри те вăхăт çитнипе мар. Тăватă вилĕмрен пĕри кăна – шыва путни – ăнсăртран тейĕпĕр. Вăл яланхи ĕçре ĕçлекен, çемьеллĕ çын пулнă. Ыттисем вара пурте пурнăçран ывăнса, харпăр хăй çине алă хунă, пурте ĕçкĕпе çыхăннă. Эрех çынна тĕллевсĕрлентерет, пурнăç пахалăхĕсене çухаттарать. Пурнăç тĕллевне çухатнă çамрăксем тата мĕн чухлĕ пирĕн хушăра; Вĕсем ыранхи пирки, пуласлăх пирки шухăшламаççĕ, паянхипе кăна пурăнаççĕ. Вĕсене йĕркене кĕме ÿкĕтлекенсем те, вĕсемшĕн кĕрешме хатĕр çынсем те тупăнсах каймаççĕ. Кашни пирĕнтен хăйĕн хуйхи-суйхипе, хăйĕн кулленхи ĕçĕсемпе пурăнать. Çыншăн ĕç çукки те, паллах, пысăк синкер. Ĕçе çÿрекен общество умĕнче яваплăха туять, çемье, ача-пăча пирки шухăшлать.
Пурнăç вăл çыншăн Çутçанталăк-Турă панă чи пысăк мул. Темле йывăр чирлĕ çын та, чуралăхра та пурнăç пиркиех шухăшлать çын, ăна пĕр куна та, пĕр сехете те пулин тăсасшăн кĕрешет. Мĕншĕн-ха пирĕн общество çын пурнăçне хакламасть, çыншăн кĕрешмест; Кăçалхи 7 уйăхра кăна районта 167 çын пурнăçран уйрăлнă. Вĕсенчен нумайăшĕ вилĕм çитнипе мар, эрехе пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Ахальтен мар ĕнтĕ арçынсем хушшинче пурăнас ĕмĕр тăршшĕ 55 çултан (2007 ç.) 50 çула тăрса юлчĕ. Пурнăçран вăхăтсăр каякансем умĕнче пирĕнтен кашнин айăпĕ мĕн чухлĕ те пулин пур. Апла пулсан, çав айăпа çыншăн кĕрешнипе, уншăн ырă ĕç тунипе каçарттарма тăрăшар.
Источник: "Ял ĕçченĕ"