29 июля 2008 г.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пурĕ пĕрле 2489,9 тонна (101,8 процент) сĕт туса илнĕ пулсан, аш-какай 287,2 тоннăна (109,5 процент) çитнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 24,8 тонна хушăннă. Аш туса илесси ял хуçалăх кооперативĕсенче те, фермер хуçалăхĕсенче те ÿснĕ. Анчах выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен тĕп пайне çав-çавах ял хуçалăх предприятийĕсем туса илнĕ. Хуçалăхсемпе обществосен тÿпине, 241,2 тонна аш-какай тивет. “Шимкусский” хуçалăхра, сăмахран, хăйĕнчех 61 тонна аш-какай туса илнĕ, тĕпрен илсен, ĕне выльăхпа сысна ашĕ. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çултипе танлаштарсан, ÿсĕмĕ те пур - 112,5 процент. Урăхла каласан, аш хисепĕ 6,8 тонна хушăннă. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра 11,1 тонна хушăннă, 46 тоннăпа танлашнă. Кĕршесем те (“Дружба”) 12,1 тонна (пурĕ вара 25,9 тонна) ытларах туса илнĕ. Енĕшнăрвашсен (“Красная Чувашия”) вара, шел те, 17,1 тонна чакса кайнă.
Фермăсенче çамрăк выльăхсем ытларах пăхса илни, выльăхсене тулăх тăрантарни, интенсивлă самăртни аш туса илессине чылай вăйлатма май панă пулĕччĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"