25 июля 2008 г.
Шывçи хĕрне анмăттăм, шыв сассине саватăп, тенĕ халăхра. Телее, пирĕн район шыв-шурсăр мар: юхан шывсем те, пĕвесемпе кÿлĕсем те, тарасасемпе çăлкуçсем те, водопровод шывĕ те пур. Çителĕклĕ-и вĕсем тата пире пур енчен те тивĕçтереççĕ-и; – ку вăл тепĕр ыйту.
Шывсăр пурнăç çук. Шывăн пахалăхĕ тивĕçтерменни те чылай йывăрлăх кÿрет. Çапла, тĕслĕхрен, унччен сысна самăртнă районти комплекса ĕçмелли шыва айккинчен турттарса тăнă. Унти извеçлĕ хытă шыва пула котелсем те çулталăкран мала тÿсеймен, шыв пăрăхĕсем те тăватă-пилĕк çулта юрăхсăра тухнă. Халĕ кĕпе çумалли машинăсен ĕмĕрне тăсма реклама паракан колгон та пулăшайман пулĕччĕ.
Сывлăха сыхлакан Пĕтĕм тĕнчери организаци кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче япăх пахалăхлă шыв ĕçсе пурăннипе кашни çулах вăтамран 500 миллион çын чирлет. Çавăнпа аталаннă çĕршывсем ку ыйтăва çăмăллатма укçа-тенкĕ, ытти ресурссем нумай тăкаклаççĕ.
Чăваш Ен, пĕтĕмĕшле илсен, шыв ресурсĕсенчен чухăн мар пулин те, анчах кунта та ĕçмелли шыв ыйтăвĕ куллен чи пысăк тимлĕхре тăраканнисенчен пĕри. Хăш-пĕр çĕрте вара ĕçмелли пахалăхлă шыв кăна мар, техника нушисемпе усă курмалли те çителĕксĕр. Канаш хулинех акă, тĕслĕхрен, пирĕн районти Вăтаяль çывăхĕнчен тата Высоковка ялĕ патĕнчен шыв парса тăраççĕ. Вăтаяль çывăхĕнчен хулана ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерме тытăнни кĕçех хĕрĕх çул çитет. Ку станци Вăтаяль çывăхĕнчи Хăмăл çырми таврашĕнче вырнаçнă. Унти коллектива нумайранпа Виталий Арсентьевич Арсентьев ертсе пырать.
Пирĕн Чăваш Республикинче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессипе тĕллевлĕ программа пур, ЧР Президенчĕ Н.Федоров ку ĕçе пысăк тимлĕх хурать. Халăх сывлăхне сыхласа хăварассипе пурнăçлакан тĕп тĕллевсен шутне кĕрет çакă. Укçа-тенкĕпе йывăрлăхсем пулсан та, ĕçсем малалла пыраççĕ. Ку вăл Тăвай ен халăхĕшĕн те пысăк усă. Мĕншĕн тесен районта ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессине пур ялта та çĕнетсе лайăхлатма палăртнă. Малтанах Тăрмăшпа Пуянкасси ялĕсенче пуçăннă ку ĕçе. Йăнтăрчă, Мучар ял тăрăхĕсенчи хăш-пĕр ялсем валли те проектсем туса хатĕрленĕ. Йăнтăрчă тата Мучар ялĕсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелле тăвассине 2009 çулхи программăна кĕрттерме тăрăшаççĕ халĕ. Ытти хăш-пĕр çĕрте те алă усса лармаççĕ ку тĕлĕшпе. Тăрăшмасăр, çине тăмасăр пулмасть, паллах. Мĕншĕн тесен, проект тутармашкăн та укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"