АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра асăрхануллă пулар (Общество)

25 июля 2008 г.

Çуллахи шăрăх кунсем тăраççĕ. Чылайăшĕ, уйрăмах çамрăксемпе ачасем, пушă вăхăта кÿлĕсемпе пĕвесем хĕрринче шыва кĕрсе, хĕвелпе пиçĕхсе ирттерме тăрăшать. Паллах, шăрăхра шыв киленĕç, çынна йăлт уçăлтарса ярать. Анчах çав вăхăтрах çу кунĕсенче çынсем шыва путса вилнĕ тĕслĕхсем нумайланаççĕ.
Путасси тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Çынсем ытларах шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем çуккипе те путаççĕ. Пĕлмен вырăнта шыва чăмаççĕ. Шыв тĕпĕнче вара тункатасем, шыва путнă каскасем, хăма, пралук, пăрăх, тимĕр татăкĕсем. Вĕсем çине пуçпа тăрăнма пултараççĕ. Тинтерех ишме вĕренекен ачасемех çыранран инçене кĕрсе каяççĕ, каялла ишсе тухма вăй юлмасть. Çамрăксемпе ачасем хушшинче хăратмалла пĕр-пĕрне путарас йăла пур. Шывра унашкал шÿтлени вырăнсăр. Çын шыв çăтнипе е чыхăнса кайнипе чăннипех путма пултарать. Йывăçсем çинчен, чăнкă çырантан шыва сикме е пуç хĕрлĕ чăмма юрамасть. Хăюллă пулни лайăх, анчах пуçа çухатмалла мар, ахальтен каламан ваттисем сыхланакана Турри те сыхлать. Пурнăçра шăпах асăрхануллă пулмалли çинчен ку.
Шывра лайăх ишме пĕлекенех путма пултарать. Калăпăр, çынна çыранран инçерех, тарăн вырăнта е чăмсан шăнăр туртса хутлатать. Ун пек чух ал-урана тăлласа хытарса лартать, çын шухăшласа та ĕлкĕреймест, çухалса каять. Нумай чухне çакăн сăлтавĕ çын ĕçлесе ĕшеннĕ, тарланă хыççăн сивĕнмесĕрех шыва кĕрсе кайни е чăмни. Организмăн малтан сивĕнсе çитмелле. Шывра вăрах вăхăт тытăнса тăмалла мар (10-15 минут кăна). Çыннăн пĕр тĕрлĕ кăна мар, тĕрлĕ майпа ишме пĕлмелле. Калăпăр, месерле – тытăнса тăма ансатрах, вăй та перекетленет. Пÿрнесене шăнăр туртнине сисрĕр пулсан, чăмăра вăйпа чăмăртамалла та хăвăрт айккинелле сарса ямалла. Ура хырăмне шăнăр туртсан, çав уран тупанне икĕ алăпа ярса илсе хăвăр çинелле туртмалла. Пĕççе туртса хутлатсан, урана чĕркуççинчен аяларах ярса тытмалла та, хутлатса çурăм патнелле туртмалла. Шăнăр туртни иртсе каймасан, çав хăнăхтарусене темиçе хутчен тума хушаççĕ. Тĕртĕмсене карăнтарса ĕçлеттерсе илни шăнăр туртса хутлатнине ирттерсе яма пулăшать.
Сахал мар чухне çынсем ÿсĕрле путаççĕ. Ÿсĕр çын шывра хăйне пĕр тикĕс тытма пултараймасть, унăн хусканăвĕсем, тыткаларăшĕ килпетсĕр.
Апат çинĕ хыççăнах шыва кĕме хушмаççĕ, 1-2 сехет кĕтмелле. Шыв мухтаннине, паттăрланнине каçармасть. Çавăнпа та шывра хăвăра лăпкă тытма, асăрхануллă пулма тăрăшăр. Çÿлерех асăннă йĕркесене пăхăнни сирĕншĕн пĕрре те ытлашши пулмĕ, вĕт шыв сывлăха çирĕплетет.
Шыва кĕме таса юхăмсемпе авăрсем çук вырăна суйласа илĕр.
Пирĕн район территорийĕнче шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем çукрах пулин, анчах çынсем путнă тĕслĕхсем пур. Акă çак эрнере кăна ытларикунпа юнкун 2 çын путса вилнĕ. Инкеклĕ пĕр ĕçĕ Кĕтне юханшывĕнче пулса иртнĕ. Унта вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă 16 çулхи хĕрĕн кун-çулĕ татăлнă. Юлташĕсем ăна хăтарайман. Хĕр виллине МЧС служби пулăшнипе тепĕр кунне кăна шыраса тупнă.
Юнкун Çăлпуç кÿллинче 39 çулхи водитель путса вилнĕ. Çу пуçланнăранпа шывра пурĕ 4 çын пурнăçĕ татăлнă.
Маларах çавăн пек тĕслĕхсем Кармалпа Тăрмăш ялĕсенче пулнă. Кармалта пурăннă 39 çулхи авланман арçын шыва чăмнă та каялла тухман. Пĕрле кĕрекенсем унăн тумĕсем çыран хĕрринче выртса юлнăран кăна çын путнине пĕлнĕ. Тăрмăшра 29 çулхи каччă шăнăр туртса лартнипе путнă.
Тата тепĕр хут аса илтеретпĕр: епле те пулса шывра тимлĕ пулăр. Шывпа сывлăш, ÿт температурисем хушшинче уйрăмлăх пысăк, çавăнпа та лайăх сивĕнмесĕр, тÿрех шыва ан сикĕр, ан чăмăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика