25 июля 2008 г.
Çитес уйăх пуçламăшĕнче “Акконд-агро фирма” УАОн Сала çывăхĕнчи выльăх ĕрчетекен комплексне ерттернĕ пушмак пăрусен пирвайхи ушкăнне илсе килме пăхнă. Витесенче юлашки хатĕрленÿ ĕçĕсем "тасатса дезинфекцилесси" пыраççĕ темелле. Тислĕк кăлармалли оборудование тĕрĕс мар парса янă пирки, ăна халĕ Мускавран çĕнĕрен кÿрсе килмелле.
Тислĕк тенĕрен, иртнĕ эрнере комплексра Голланди специалисчĕсем виççĕнтен пулчĕç. Вĕсем тислĕк пухмалли 62,60 м х 29,20 м пысăкăш миххе лагунăна вырнаçтарма пулăшрĕç. Вĕтетнĕ, шĕветнĕ тислĕке унта насуссем пусăм вăйĕпе хăвалаççĕ, миксерсем пăлхатса тăраççĕ. Тислĕк хăвăрт çĕрет, унри азота ÿсентăрансем çăмăллăнах илме пултараççĕ. Ăна çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ е акнă чухне вăрлăхпа пĕрле варăнтарма ансат пулать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"