АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх вĕренме пĕтĕм услови пур (Образование)

25 июля 2008 г.

Пĕлÿ кунне хатĕрленсе Тăвай шкулĕнче ĕç вĕресе тăрать. Классене, ытти вĕренÿ кабинечĕсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте вĕрентекенсемпе пĕрле ачасем те тăрăшаççĕ. Яланхиллех ĕçпе кану лагерĕн ĕçне аван йĕркеленĕ. Июлĕн 17-мĕшĕнчен виççĕмĕш сменăна 5-7 классенчен 20 вĕренекен пухăннă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе директор çумĕ Э.И.Иванова интересленсех тăрать.
Шкул пахчи иртен-çÿрене хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. 60 ытла тĕрлĕ чечек çитĕнет кунта. Территорие таса тытаççĕ, экскурсисемпе походсене çÿреççĕ, сывлăха çирĕплетессишĕн тăрăшаççĕ çамрăк ĕçченсем. Август уйăхĕнче вара профиль лагерĕ йĕркелесшĕн шкулта. Вăл вĕренекенсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшĕ.
Каникул кунĕсенче шкулта 2 ĕç бригади йĕркеленĕ. Пĕрисем пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿстернĕ çĕрте вăй хучĕç. Хăйсен вăйĕпе тĕрлĕ пахча çимĕç туса илни столовăйĕнчи апата йÿнетме май панине лайăх ăнланаççĕ. Çамрăк ĕçченсем шкула вĕренÿ çулне хатĕрлеме те хастар хутшăнчĕç. Тепĕр ĕç ушкăнĕ вара “Акконд-агро фирма” обществăра тĕрлĕ строительство ĕçĕсенче вăй хучĕ.
Классенче халĕ пысăках мар косметика юсавĕсем тăваççĕ. В.И.Григорьева кăçал “Дизайн” кружок йĕркеленĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем ÿнер искусствипе анлăн паллашаççĕ. Акă кĕске вăхăтрах столовăя илемлетсе те хучĕç. Кружока çÿрекенсем творчество ĕçĕсем те тăваççĕ, тĕрлĕрен выставкăсем йĕркелеççĕ. Шкула тата та хитрелетес кăмăл пур вĕсен.
Пĕлÿ кунĕ çывхарса килет. Кăçал 1 класа 62 ачана хапăл туса кĕтеççĕ. Ачасене шкулта пурĕ 52 учитель вĕрентĕ. Библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем килсех тăраççĕ. 102 çамрăк шкул пĕтернĕ 2008 çулта, вĕсенчен – 14 медалист тухнă (7 ылтăн, 7 кĕмĕл). Автоĕç вĕрентес енĕпе те çитĕнÿсем пур Тăвай шкулĕн. Кăçал 80 çамрăк вĕренни çинчен свидетельство илнĕ.
Каникул пулсан та шкулта пĕрре те ĕçсĕр лармаççĕ, чуна парса ĕçлеççĕ. Кашни ачан çакна ăнланса упрасчĕ шкула, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвасчĕ. Лайăх вĕренме Тăвай шкулĕнче вара пĕтĕм услови пур.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика