АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетме пулăшрĕ (Образование, летний отдых)

22 июля 2008 г.

 Иртсе кайрĕç лагерьти хаваслă кунсем. Ачасене те, пире те, воспитательсене, питĕ килĕшрĕ çуллахи лагерь вăхăчĕ. Нумай çĕнни пĕлчĕç, сывлăха çирĕплетрĕç, туслашрĕç, сăпайлăха хăнăхрĕç кунта вĕренекенсем. Чутейри вăтам пĕлÿ паракан шкул çумĕнче 3 смена лагерь ĕçлерĕ: “Çăлтăрчăк”, “Асамат кĕперĕ”, “Хĕвел”.
Кану вăхăтĕнче “Çăлтăрчăк”, “Хĕвел” лагерьсенчи ачасем районти сывлăх кунне уявлама хутшăнчĕç. Кунта вĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнса медальсем, грамотăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Н.Петрова (5 кл.) алăсене хуçлатассипе пĕрремĕш вырăн йышăнса медале тивĕçрĕ. 2-мĕш вырăна А.Чайкина (6 кл.) çĕнсе илчĕ. Футбол мечĕкне урапа вылятса тăрса тупăшассипе С.Яклашкин, О.Павлов, А.Мясников малти икĕ вырăна йышăнчĕç. Турник çинче туртăнассипе те С.Яклашкин çĕнтерчĕ. О.Павлов вара чупассипе мала тухрĕ. Тĕрлĕ ăмăртусенче Чутей ачисем лайăх результат кăтартрĕç. Лагерьти пурнăç сывлăха çирĕплетме пулăшни куç кĕрет.
Сывлăх – вăл пурнăçра чи кирли, чи хакли. Çавăнпа спортпа туслă пулмалла. Киревсĕр йăласене пурнăç çулĕ çинчен сирер.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика