АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетни (Право)

22 июля 2008 г.

 
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче район территорийĕнче 88 преступлени регистрациленĕ, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 3 преступлени ытларах. Преступленисен хисепĕ те ÿснĕ пулсан, уçса парасси вара 4,4 процент чакнă. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене кăна 100 проценчĕпех уçса панă.
Преступленисен структуринче пысăк вырăн йывăрах мар преступленисем йышăнаççĕ("76,1 проц.; 2007 ç. – 60) проц.), вăтам йывăрăшшисем – 8, йывăррисем – 13,6, уйрăмах йывăррисем – 2,3 (2007 çулта çав кăтартусем – 21,2 проц.; 15,3 проц., 3,5 проц.). Иртнĕ çулпа танлаштарсан, виçĕ кăтартăвне те чакарма май килнĕ. Çавăн пекех вăхăтра йышăннă мерăсем çын сывлăхне юри йывăр сиен кÿрессине, çаратассине, вăрлассине, хваттер çаратассине, обществăлла вырăнта, çав шутра урамра та, преступленисем тăвассине чакарма май панă. Отчетлă тапхăрта районта гаражсене, дача çурчĕсене, складсемпе базăсене çаратнă, автотранспорт хатĕрĕсене вăрласа кайнă, хĕçпăшалпа, сирпĕтекен япаласемпе усă курса тунă преступленисем, хурахла тĕллевпе тапăнни, укçа хăратса илни, тĕртсе çунтарни, террорпа тата экстремизмпа çыхăннă преступленисем палăрман. Экономикăпа çыхăннă, обществăлла вырăнта тата урамра тунă преступленнисене пурне те уçса панă. Экономикăри преступленисене тупса палăртасси лайăхланнă – 20, (пĕлтĕр çав тапхăрта – 7). Ÿсĕрпе преступлени тăвассине чакарма пултарнă (2007 çулта – 26, 2008 – 20). Пĕрремĕш çур çулта ушкăнра тунă преступленисем тупса палăртайман.
Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ йышăннă мерăсем, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлени, патрульпе пост службин ĕçне лайăхлатни ырă витĕм кÿнине палăртмалла. Обществăлла вырăнта, урамра преступленисем пулассине чакарма май килнĕ. Урамри преступленисем пĕтĕмĕшле преступленисен хисепĕнче 1,1 проц. йышăнаççĕ (2007 ç. – 8,2 проц.); обществăлла вырăнта – 3,4 (2007 ç. – 9,5 проц.).
Çул çитмен çамрăксем хутшăннипе пулакан преступленисем пĕлтĕрхи шайрах юлаççĕ темелле (5). Çавах та вĕсенчен пĕри йывăр преступленисен шутне кĕрет. Çул çитмен çамрăксем тăвакан преступленисем пĕтĕмĕшле хисепре 6,6 проц. (республикăри кăтарту – 8,9) йышăнаççĕ.
Ачисене воспитани парассипе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пыман ашшĕ-амăшне тупса палăртассипе, вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлени те лару-тăрăва япăхлатма памасть. Ку енĕпе РФ Уголовнăй кодексĕн 156 тата 157 статйисен пĕрремĕш пайĕсемпе уголовнăй ĕçсем пуçарнă, РФ Административлă право йĕркине пăсни пирки 28 протокол çырнă, ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварас пирки 2 материал хатĕрленĕ.
Отчетлă тапхăрта шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем преступлени тума хутшăннă 66 çын тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă, вĕсене явап тыттарнă. Çав йышра хĕрарăмсем – 12, çул çитмен çамрăксем – 4, ĕçлемен çынсем – 44, унччен преступлени тунисем – 30, ÿсĕрпе преступлени тунисем – 18.
Оперативлă служба ĕçне тишкерсен, çакна та асăнмасăр хăварма çук. Ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисен хисепĕ çав-çавах чакмасть (36). Ял хуçалăх кооперативĕсен пурлăхне çаратасси ав ÿсрĕ (10; 2007 ç. – 2). Вăрă ĕçне тăвакансем хушшинче ытларах 30-па 49 çулхи арçынсем.
Пурĕ 24 производствăна вĕçленĕ, 4 ĕçе чарса лартнă (пĕлтĕр – 2). 2008 çулта иртнĕ çулсенче тунă, анчах уçса паман преступленисене уçса парассине те тимленĕ, вĕсенчен иккĕшĕшĕн 158 статьяпа айăплама пăхнă. 1 преступлени Енĕш Нăрвашра хурансем вăрлани – 2005 çултанпах тăсăлнă, тепри – пĕлтĕр “Нижаровский“ ЯХПКран культиватор вăрланипе çыхăннă.
Преступленисене уçса парассин кăтартăвĕ япăхланни çинче уголовнăй ĕçпе çыхăннă производствăсене чарса лартни те палăрнă (2007 ç. – 1 производство кăна).
Наркотиксем сарăлассине хирĕç кĕрешес ĕçĕн результачĕ курăнмасть. РФ УПКн 208 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпламалли уголовнăй ĕçсене чарса лартасси ÿснĕ. Преступлени тунă хыççăн çухалнă çынсене шыраса тупса явап тыттарассипе çителĕксĕр ĕçленĕ (71,4 процент кăна, 2007 ç. – 100 проц.). Хальхи вăхăтра шыравра айăплă тесе шутлакан 2 çын (139 статьян тата 116 статьясен 1-мĕш пайĕсемпе), тепĕр çын – (судпа айăпланăскер 365 статьян 1-мĕш пайĕ).
Профилактика ĕçĕ çителĕксĕр пулса пырать. Çавна пула та унччен судпа айăпланнă çынсем хушшинче преступлени тăвасси ÿснĕ (2007 ç. – 19, 2008 ç. – 38), вĕсем пĕтĕм преступленисен хисепĕнче 43,2 процент йышăнаççĕ (пĕлтĕр – 22,3 кăна, республикипе – 18,6 процент. Унччен судпа айăпланнисем (116 статьян 1-мĕш пайĕпе) 10, экономикăпа çыхăннă 8 преступлени тунă. Çапла вара унччен судпа айăпланнă 32 çынна 38 преступлени тивет.
Килте хатĕрленĕ спиртлă шĕвек сутассине хирĕç кирлĕ пек кĕрешместпĕр, ку ĕçе вăйсăрлатнă. Çур çулта пурĕ те 26 çынна кăна тупса палăртнă (2007 ç. – 29).
Милицин участокри уполномоченнăйĕсен йăлара право йĕркине пăсассинчен сыхланас ĕç тивĕçлипе пулса пыраймасть, çавна май йăлари харкашусем, право йĕркине пăснипе çыхăннă тĕслĕхсем нумайланнă. Унччен судпа айăпланнă çынсем йăлара 13 преступлени (пĕлтĕр – 8) тунă.
Преступленинчен сыхланасси çине витĕм кÿрекен майсенчен пĕри – административлă практика. Отчетлă тапхăрта административлă право йĕркине пăснă 1586 тĕслĕх (Ç5,3 процент) тупса палăртнă, çав шутра хулиганла пĕчĕк ĕç – 90 (–19,7 проц.), алкоголе хирĕçле законсене пăсни – 364 (Ç8,0), суту-илÿ йĕркине пăсни (Ç12,2), Чăваш Республикин Законне – 109 (–6,8).
ЧР Президенчĕн “Алкогольпе усă курнине контроллес, алкоголизмран тата ĕçкĕпе иртĕхнинчен сыхланас ĕçсене вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен” Указне пурнăçа кĕртессипе чылай ĕç тунă. Чăваш Республикин Административлă право йĕркисене пăсни çинчен” Законĕпе (сутас тĕллевпе сăмакун юхтарни, ăна тытни тата сутни) килĕшÿллĕн 26 протокол (2007 ç. – 29) çырнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика