АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутата пулăшакан йышăнчĕ (Общество)

22 июля 2008 г.

Депутата пулăшакан йышăнчĕ (Общество)

 
Июлĕн 16-мĕшĕнче района РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов килмеллеччĕ. Анчах Павел Владимировичăн палăртнă кун Тăвайне килме май килмерĕ, çав кун вăл ЧР Министрсен Кабинетĕнче васкавлă ĕçпе пулчĕ. Çавăнпа та депутатпа тĕл пулса калаçма килнĕ çынсене унăн пулăшуçи, райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ пайĕн ертÿçи В.Ванерке йышăнчĕ.
Владимир Алексеевич патĕнче тĕрлĕ ялсенчен килнĕ тĕрлĕ ÿсĕмри 10 çын пулнă, вĕсем экономикăпа социаллă пурнăçри тĕрлĕ ыйтусене хускатнă. Депутат пулăшуçи каланă тăрăх, ыйтусенчен ытларахăшĕ вырăнти хăй тытăмлăх е республика шайĕнче татса памалли. Акă П.Алексеев грант çĕнсе илес тĕллевпе бизнес-проект тăратнă. Программăна кĕрсе ĕлкĕрес тесен, проекта пăхса тухассине васкатмалла, унсăрăн кая юлма пулать. Тăвайри Садовая урамра пурăнакансем хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче те темиçе хутчен çырчĕç. Вĕсене çырма урлă каçма пĕчĕк кĕпер кирлĕччĕ. Темиçе çул каялла каçмине туса пачĕç, анчах айккисене карлăксем вырнаçтараймарĕç. Çавна пула çĕрле каçма çинчен çырмана çын та ÿке парса вилчĕ. Анчах Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ломоносов ыйтăва татса парассине вĕçне çитереймерĕ. Унсăр пуçне Садовая урамра пурăнакансене паянхи кунччен те çÿп-çап, тасамарлăхсене пуçтармалли контейнер лартса параймаççĕ.
Б.Бикинин предприниматель халăхран сĕт сутăн илнĕ май, сивĕтекен установка туянасшăн, ăна вырнаçтарма пушă хуралтă е пÿлĕм уйăрса пама ыйтать.
Н.Конова, Р.Николаева пенсионерсем вырăнти ыйтусемпе "калăпăр, ялти шкул тĕлĕнчен пуçласа асфальт çула Анисимовсен кил-хуçалăхĕ тĕлне çити малалла тăсасси т.ыт.те" пĕрлех депутатсен шайĕнче пăхса тухса татса памалли социаллă ыйтусем чылай тăратрĕç. Ку вăл бюджет системинче ĕçлекенсен (учительсен, врачсен, культура ĕçченĕсем т.ыт.те) ĕç укçи виçи пĕчĕк пулни те, тупăш тăрăх илекен налога пурне те пĕр виçепе – 13 процент – тÿлеттерни те, хаксем вĕçĕм ÿссе пыни, çав вăхăтрах пенси виçисем пĕчĕк юлни, хăй вăхăтĕнче производствăра е ытти сферăра нумай çул тăрăшса ĕçленĕ çынсемех “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçеймен, çавна пула çăмăллăхсемпе усă кураймаççĕ, вĕсен пенсийĕ пĕчĕк тата ыт.те.
Г.Сорокин (Чÿкçырми) чугун çул хуралĕнче ĕçленĕ май халиччен çулталăкне пĕр хутчен çĕршывăн кирек хăш кĕтесне тÿлевсĕр кайса килме пултарнă. Анчах çав çăмăллăха кăçалтан пăрахăçланă. Ветеран унпа кăмăлсăр, ыйтăва тепĕр хут Думăра пăхса тухма тăратасшăн.
Ураскассинче Александровсен кил хуçалăхĕ тăр кăнтăрлах тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрĕ. Пÿртпе хуралтăсене 2 çул каялла кăна туса пĕтернĕччĕ. Инкек тÿснĕ çемьене пулăшу кирлĕ.
Çавăн пекех хăш-пĕр организацисемпе учрежденисем депутат ячĕпе пулăшу ыйтса çырусем хатĕрленĕ, Владимир Алексеевич йышăнура хускатнă ыйтусене пурне те çывăх вăхăтрах депутат патне çитерме пулчĕ, вырăнта татса памаллисене кунтах мерăсем йышăнма шантарчĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: РФ Патшалăх Думин П.В.Семенов депутатăн пулăшуçи В.А.Ванерке Чÿк-çырмирен килнĕ ĕç ветеранĕсене Н.В.Коновапа Р.С.Николаевана йышăнать.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика