22 июля 2008 г.
Иртнĕ эрнекун районти Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Депутатсемсĕр пуçне унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе учрежденисене ертсе пыракансем, шкулсен директорĕсем хутшăнчĕç.
Ларура районăн 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнчи экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă. Унпа райадминистрацин экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕ пуçлăхĕ В.Ванерке, район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайăн пуçлăхĕ В.Шакров, финанс пайĕн пуçлăхĕ Л.Данилова паллаштарнă.
Тухса каланисенчен çакна палăртмалла: район администрацийĕн ĕçĕнче тĕп вырăн экономика аталанăвне хăвăртлатас, ăна малалла ÿстерме лайăх условисем туса парас, çынсен пурнăç шайне çĕклес ыйтусем йышăнаççĕ. Районăн экономикипе социаллă пурнăçне 2007-2010 çулсенче аталантармалли программăна “АПК аталанăвĕ”, “Вĕрентÿ”, “Сывлăха сыхлас ĕç”, “Раççей гражданĕсене – туянма вăй çитерекен хăтлă çурт-йĕр” приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине шута илсе туса хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра экономикăри хăватсене, ăс-хакăл хăватне йăлтах асăннă проектсене пурнăçа кĕртессине пăхăнтармалла.
Отчетлă тапхăрта вырăнта туса кăларса ăсатнă тавар, услугăсен калăпăшĕ, ял хуçалăх предприятийĕсене шута кĕртмесĕр, 42 млн. та 271 пин тенкĕпе танлашнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 223 проц.). “Тăвайри сĕт завочĕ” УАО (315 проц.), “Тăвай кооперативĕ” потребительсен обществи (149 проц.), тулли мар яваплăхлă “Дорстрой” общество (136 проц.) пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынă. Тăвайри кирпĕч завочĕ продукцие иртнĕ çулхинчен 4 хута яхăн ытларах сутнă. Çав вăхăтрах “Сельхозхими” УАО ĕçсен калăпăшне чакарнă (66 проц.). Экономика ăмăртăвне хутшăнакан 10 предприяти хушшинче производство калăпăшĕ танлаштаруллă йывăрăшпа пăхас-тăк, 36,4 проценчĕ сĕт завочĕ, 30,7 проц. “Дорстрой”, 12,8 проц. “Тăвай кооперативĕ”, 7 проц. “Акконд-агро фирма” общество çине тивет. “Янтиковская МСО” общество строительствăпа монтаж ĕçĕсене 3 млн. тенкĕне яхăн (100 проц.) пурнăçланă.
Районта 43 вак предприяти, çав шутра хресчен (фермер) хуçалăхĕсем – 19. Вĕсенче 115 çын тăрăшать. Пĕрремĕш çур çулта вĕсем 45,6 млн. тенкĕлĕх продукци ăсатнă тата услугăсем панă. “Дорстрой” ООО муниципаллă заказпа килĕшÿллĕн районти çул-йĕре пăхса тăрать. “Вучах” хресчен (фермер) хуçалăхĕ апат-çимĕç продукчĕсем тăратать.
Уйăхра вăтам ĕç укçи районта 6843,8 тенкĕпе танлашнă.
Ял хуçалăхĕ
2008 çулхи тĕштырă тухăçĕн никĕсне 11468 га (100 проц.) кĕрхи тата çурхи тĕштырă культурисем акса хăварнă, 299 га (162 проц.) çĕр улми, 47 га пахчаçимĕç (43 проц.) лартнă. Çапла вара сухаласа акакан çĕрсен 75,2 проц. акнă-лартнă культурăсем йышăнаççĕ. Ĕçлесе хатĕрлемен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5055 гектар лаптăкран 2500 гектарне кăçалтан ака çаврăнăшне кĕртесшĕн.
Пысăкрах тухăç илес тĕллевпе 333 тн. элита вăрлăх туяннă (2007 çулхинчен 2 хут ытларах), тăпрана 851 тн минераллă удобренисем хывнă. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 52 га çĕре извеçленĕ, 97 гектарне фосфоритланă, тĕштырă культурисене 10281 гектар çинче хими майĕсемпе усă курса çум курăксенчен тасатнă.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур йышши хуçалăхран та 1188 какай (пĕлтĕрхинчен 9,4 проц. Ытларах) ăсатнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче 241,2 тн (105,7 проц.) аш туса илнĕ.
Шел те, хуçалăх организацийĕсенче сĕт туса илесси чакнă. Анчах ĕнесен продуктивлăхне ÿстермелли майсем пур. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен 1790 кг (2007 ç. – 1737) сĕт суса илеççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пур йышши хуçалăхра та мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 1,6 проц. (9480 пуç шутланать), сыснасен 30 проц. (6669 пуç) чакнă. Çулталăк пуçланнăранпа ăратлă 10 ама туяннă.
Пĕрремĕш çур çулта 19,8 млн. тенкĕлĕх 19 единица техника туяннă, çав шутра инвестици кредичĕпе – 17 млн. тенкĕлĕх.
Проекта пурнăçа кĕртме тытăннăранпа 1183 çын 142,5 млн. тенкĕ кредит илнĕ, çав хисепре танлаштаруллă йывăрăшпа пăхас-тăк, 17 проценчĕ – ЛПХ кредичĕ.
Çул-йĕр строительстви
Районти автомобиль çулĕсене 2007-2009 çулсенче “Дорстрой” общество пăхса тăрать. “Аниш – Нÿшкасси” (Эльпуç), “Аниш” – Октябрь (Тенеялĕ), «Аниш – Тушкил» вырăнти çулсене юсассипе уçă аукцион ирттернĕ. Пĕрремĕш çур çулта “Аниш” – Нÿшкасси” çулне юсас ĕçе аванс шучĕпе 900 пин тенкĕ янă.
Çурт-йĕр тăвасси
Пур йышши укçа-тенкĕ çăлкуçĕпе усă курса 4409 тăв. метр харпăр хăй пурăнмалли çурт-йĕр ĕçе кĕртнĕ. Ку вăл 19 çĕнĕ çурт (1343 тăв. м.), 96 тĕксе лартнă çурт (3066 т.м.). 2008 çулта 157 çемьене “Пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă тĕллевлĕ программăн “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе "хваттерпе" тивĕçтересси” подпрограммипе килĕшÿллĕн субсиди илме тăратнă. Çавăн пекех ку енĕпе республикăри ытти тĕллевлĕ программăсем те пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
Харпăр хăй тупăш илесси 9540 пин тенкĕ ÿснĕ (210 проц.). Ял тăрăхĕсем çĕршĕн налог тата налог шутланман ытти тупăшсем пухассипе çителĕксĕр ĕçленине палăртнă сессире.
Районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланма пуçлани сисĕнет. Кăçал иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 22 ача ытларах çуралнă, 30 çын сахалрах вилнĕ. Приоритетлă “Сывлăх сыхлавĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн района 1 млн. 081 пин тенкĕлĕх ку чухнехи медицина оборудованийĕ кÿрсе килнĕ.
Вĕренÿ ĕçĕ лайăхланса пырать. Халăха социаллă хÿтлĕх памалли законсене туллин пурнăçа кĕртессипе ĕçленĕ.
Сесси ĕçне район пуçлăхĕ Н.Иванов хутшăннă, ĕçри “хĕсĕк вырăнсемпе” çитменлĕхсене, çивĕч ыйтусене ытларах тимлĕх уйăрма, çине тăрса, пысăкрах вăй-халпа ĕçлеме ыйтнă. Ыйтусене вăхăтра та тĕрĕс татса панинчен район малалла аталанасси, çынсен пурнăç шайĕ лайăхланасси килет.
Депутатсем “2008-2010 çулсенче районта социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен сыхланасси тата вĕсене хирĕç кĕрешесси” тĕллевлĕ программа йышăннă, кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене пăхса тухса йышăнусем тунă.
Депутатсен районти Пухăвĕн 12-мĕш номерлĕ округĕн депутачĕн полномочийĕсене вăхăт тухиччен чарса лартнă пирки 2008 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче çак округра хушма суйлав ирттерме йышăннă.
Депутатсем хăйсен унчченхи йышăнăвĕсене хушусемпе улшăнусем кĕртес ыйтусене пăхса тухнă.
Муниципаллă харпăрлăхра тăракан пурлăхпа усă курнăшăн çулталăкри аренда хакне палăртмалли йĕркене çирĕплетнĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"