АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Спорт – сывлăх, хастар кăмăл-туйăм

24 сентября 2013 г.

Вырсарни кунхи çанталaк Турaран заявкaпа ыйтса илнe пекех пулчe. Çумaр çумасaр пeртен-пeр кун тaчe тейeн. Пeлeтсем хыçeнчен хушaран хeвел те пaхкаларe. Суту-илÿ, шашлaк точкисем eçлерeç. Aмaртусем умeн спортсменсене культура eçченeсем савaк юрaсемпе хавхалантарчeç. Çакa “Аль-ДЮСШ ФСК” стадионне Пeтeм Раççейри “Наци кросe–2013” чупaва пухaннa çaмaл атлетсен кaмaл-туйaмне тата ытларах çeклерe.

Спорт уявне савaнaçлa лару-тaрура Раççей Гимнeпе уçрeç. Пухaннисене район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, район пуçлaхe В.Васильев, ветерансен районти канашeн председателe Р.Гурина aшшaн саламласа aнaçусем сунчeç, пурнaç тaршшeпех спортпа туслa пулма сeнчeç. В.Кузнецов тeп судья aмaртусен программипе паллаштарчe.

Кросс VIP чупупа (400 м) пуçланчe. Пысaк йышпа старта тухрeç тeрлe шайри ертÿçeсем. Финиш коридорне Çeнe Пуянкассинчи вaтам шкул директорe, спорт ветеранe С.Кириллов ыттисенчен чылай маларах çитсе кeчe. Социаллa тивeçтерÿ центрeн директорe А.Степанов 2-мeш, райадминистрацин информатика секторeн заведующийe Д.Павлов 3-мeш пулчeç.

Хeрарaмсем хушшинче VIP чупура вара Енeш Нaрваш шкул директорeн çумe А.Григорьева çeнтерчe. Мучарти Т.Феклинан 2-мeш, Тушкилти Н.Георгиеван 3-мeш вырaнсем.

Ветерансем хушшинче Çeнe Пуянкасси ял тaрaхeшeн чупнa Р.Зайцева ÿсeм çулeпе чи асличчe. 70–80-мeш çулсенчех вaл А.Альфонс, А.Пимулин, Л.Ермилова тата ытти спортсменсемпе пeрле республикaри нумай енлe кeрешÿсене пeрре мар хутшaннa, дипломсемпе парнесене тивeçнe. Ку хутeнче Раиса Егоровна малтисен шутне кeреймерe пулин те, дистанцие йeркеллех чупса тухрe. Медаль çакса район пуçлaхeсемпе асaнмалaх сaн та çаптарчe.

Дистанцие вара Элпуçeнчи вaтам шкулта eçлекен Н.Козлова пeрремeш вeçлерe. М.Иглован (ветстанции) 2-мeш, З.Шутован (Енeш Нaрваш) 3-мeш вырaнсем.

Арçын ветерансенчен хaй вaхaтeнче паллa йeлтeрçe пулнa Федор Григорьевич Степанов (Енeш Нaрваш) çaмaллaнах çeнтерчe. 2-мeш вырaн – социаллa тивeçтерÿ центрeн водителeн Владимир Феофановaн (вaл нумаях пулмасть иртнe эстафетaра та палaрнaччe), 3-мeшe – çитмeлелле çывхаракан А.Пимулинaн.

50–59 çулхи арçынсем хушшинче хaй вaхaтeнче районти чи пултаруллa йeлтeрçe шутланнa Ип. Степанов (Çeнe Пуянкасси ял тaрaхe) çaмaллaнах мала тухрe. Б.Емельяновпа (Тeмер) О.Ярмулин (Енeш Нaрваш) учительсем – 2-мeшпе 3-мeш вырaнсенче.

18-29 çулхи çамрaксем 2 çаврaм чупрeç. Арçынсем хушшинче йaнтaрчaсем палaрчeç. Кaçал çар службине тaма хатeрленекен Р.Миронов 1-мeш, 2 уйaх каялла службaран таврaннa А.Борисов 3-мeш вырaнсем йышaнчeç. 2-мeш вырaн – Д. Иварбеевaн (Элпуç ял тaрaхe). Хeрсенчен республикaри вaйлa йeлтeрçeсенчен пeрне Оля Максимована (Çeнçырма) çитекен пулмарe. Вaл дистанцие 2-мeшпе 3-мeш вырaнсем йышaннa А.Афанасьевапа (”Тaвай кооперативe”) А.Елизароваран (Енeш Нaрваш ял тaрaхe) чылай маларах вeçлерe. Вaт мeне пeлтереççe кулленхи тренировaксем, спортпа ачаран туслa пулни! Оля кaçал Шупашкарти механикaпа технологи техникумeнчен вeренсе тухрe, халe Мускаври уça университетaн Шупашкарти филиалeн 4-мeш курсeнче вeренет.

1996 тата унран каярахри çулсенче çуралнисен ушкaнeнче 2 çаврaма чупрe спортри пулас çaлтaр, 7-мeш класра вeренекен Ксения Афонина. Вaл дистанци тaршшeпех малта пычe, финиша ыттисенчен сахалтан та 20–30 çеккунт маларах çитрe. Тeмер шкулeнчи Анастасия Козловапа Кристина Иванова 2-мeшпе 3-мeш вырaнсене тухрeç.

Яшсем хушшинче А.Краснов (Йaнтaрчa шкулe), П.Муштаков (Тeмер шкулe) тата М.Алексеев малтисем пулчeç.

Aмaртусене кeçeн классенче вeренекенсем, тeрлe çeрте eçлекенсем хутшaнчeç, пурне те асaнса пeтереймeпeр. Мала тухнисене дипломсем, 1–5 вырaнсем йышaннисене жетонсем парса хавхалантарнa.

И.СОЛОВЬЕВ.

Сaн ÿкерчeксенче: VIP чупaва хутшaнакансем старта тухаççe; спорт ветеранe Р.Зайцева; 18–29 çулхи хeрсемпе хeрарaмсем хушшинче мала тухнисем.

К.НИКИТИНПА И.СОЛОВЬЕВ сaн ÿкерчeкeсем.

Фотограф: И.СОЛОВЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика