АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн

30 августа 2013 г.

Çак ытларире районти вeрентÿ eçченeсен августри конференцийe пулса иртнe. Çeнe вeренÿ çулe пуçланас умeн учительсемпе воспитательсем “Пeтeмeшле тата хушма пeлÿ парассине патшалaхaн федераллa вeрентÿ стандарчeсемпе килeшÿллeн йeркелесси тата малашлaх аталанaвe” темaна сÿтсе яврeç.

Конференци Тaвайри вaтам шкулaн актовaй залeнче пулчe, унта вeрентÿ учрежденийeсен ертÿçисемпе педагогсем, общественность представителeсем хутшaнчeç. Пухaннисем райадминистраци пуçлaхeн çумe-вeрентÿ пайeн пуçлaхe В.Шакров тунa докладпа паллашрeç. Конференцие район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, ЧР физкультурaпа спорт тата туризм министрeн пeрремeш çумe А.Яковлев хутшaнчeç, сaмах тухса каларeç.

Доклада сÿтсе явма Тaвайри вaтам шкул директорe В.Кириллова, ЧР тава тивeçлe учителe, çав шкултах географи вeрентекен Е.Павлова, хушма вeрентeвeн eçченeсем – ЧР тава тивeçлe учителe А.Михайловапа С.Захарова хутшaнчeç. Тухса калаçакансем пурте Тaвай шкулeнчен пулнинчен тeлeнмелли çук. Ресурс шкулне пeлÿпе воспитани парас eçре флагман теме пулать, пeтeм çeнeлeх тенe пек районти шкулсене çавaнтан саланать. “Аль” ДЮСШ–ФСК” автономлa учреждени директорe А.Кириллов физкультурaпа спортaн хушма вeрентÿри пeлтерeшe çинче чарaнса тaчe.

Конференцире вeрентÿпе воспитани eçне пысaк тÿпе хывнaшaн педагогсемпе воспитательсен пeр ушкaнне ЧР Вeрентÿ тата çамрaксен политикин министерствин, район администрацийeн, вeрентÿ пайeн Хисеп грамотисене парса чысланa. Тушкилпе Мучар шкулeсем район администрацийeн пуçлaхeн гранчeсене çeнсе илнe.

Конференци eçне вeрентÿ тата çамрaксен политикин пайeн пуçлaхe В.Шакров пeтeмлетнe. Ун хыççaн педагогсемпе воспитательсем калаçaва секцисенче малалла тaснa.

Фойере шкулсемпе садиксем, хушма вeрентÿ учрежденийeсем тaратнa ал eçeсен куравeсемпе, шкулсен çитeнeвeсем çинчен калакан стендсемпе паллашма пулнa.

А.ИВАНОВА.

Сaн ÿкерчeксенче: ДЮЦ ТР директорe А.Гурина ЧР физкультурaпа спорт тата туризм министрeн пeрремeш çумне А.Яковлева, район администрацийeн пуçлaхне В.Ванеркене, вeрентÿ пайeн начальникне В.Шакрова алa eçeсен куравeпе паллаштарать; район администрацийeн пуçлaхeн гранчeсене çeнсе илнe педагогсем; район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке В.Кириллова директора наградaпа саламлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика