00:00 20 апреля 2010 г.
Районсенчи редакцисенче хаçат страницисене компьютерпа верстка тăвакан операторсем кашни çулах тĕрлĕ семинар-практикумсенче пĕлĕвне ÿстереççĕ. Ака уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче – 13 çын, вун тăваттăмĕш кунĕнче тăхăр оператор пулнă Шупашкарта.
Асăннă мероприятие культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министр çумĕ А.Б.Усов уçнă. “Страницăсене илĕртÿллĕрех пухса хатĕрлесен, хаçат вулакансем хушшинче тата ытларах сарăлать”, – терĕ Александр Борисович.
Кĕнеке-хаçат кăларакан “Чувашия” полиграфи комплексĕн ертÿçи, Н.Михайлова тĕп технологпа А.Александрова оператор, инженер электроникĕ В.Игнатьев, “Советская Чувашия” хаçатăн техника центрĕн начальникĕ Л.Григорьева, “Грани” хаçатăн верстка иженерĕ М.Иванов тата ыттисем те тухса калаçнă.
Кашни редакцин операторĕ верстка тăвас ĕç мĕнле пулса пынипе паллаштарнă. Хаçат страницисем çине илемлĕ, пахалăхлă сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарма тата ытти операцисем тума вĕреннĕ вĕсем.
В.НИКИТИН, компьютерпа наборлакан тата верстка тăвакан пай редакторĕ.