АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăвай районĕн 2009 çулхи экономикипе социаллă аталанăвĕ

00:00 20 апреля 2010 г.

Вĕрентÿ ĕçĕ. Районти демографи лару-тăрăвĕ савăнмаллах мар. Иртнĕ çул 187 ача çуралнă (умĕнхи çулхинчен 5 ача сахалрах), 307 çын пурнăçран кайнă. 2008 çулхипе танлаштарсан, 7 çемье сахалрах чăмăртаннă, çав вăхăтрах уйрăлакансен хисепĕ 2 хут ÿснĕ. Мучар ял поселенийĕпе çулталăкĕпе те пĕр туй пулман. Çав вăхăтрах унăн территорийĕнче 18-30 çулхи çамрăксем 128 (71 каччăпа 57 хĕр).
Демографилле лару-тăрăва лайăхлатма пулăшакан мерăран пĕри - “Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен” федераллă закон. Унпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул 111 амăшне çемье капиталне илмелли сертификатпа тивĕçтернĕ.
Çемье капиталĕпе тивĕçтерме ыйтса çырнă заявленисем 35 (8595 пин тенкĕлĕх), капиталăн пĕр пайĕпе пĕр хутчен тивĕçтерме ыйтса çырнисем- 263 пырса кĕнĕ (3156 пин тенкĕлĕх). Унсăр пуçне амăшĕсене ача çуралсан, ачапа ларнă хушăра, усрава илнĕ ачасемшĕн тата ытти тĕрлĕ пособисем тÿлесе тăнă.
Районта 9 садик ĕçлет, вĕсене 7 çула çитмен 594 ача çÿрет (садик çулĕнчи ачасен 58,1 проценчĕ). Ку вăл умĕнхи çулхинчен 6 процент ытларах. Садиксенче черет пысăккине шута илсе, иртнĕ çул Тăвайри 1-мĕш тата Тăрмăшри садиксенче хушма ушкăнсем уçма май килнĕ.
Шкул çулне çитмен ачасен сывлăхне упрассине тимлесе садиксене кирлĕ медицина оборудованисемпе тивĕçтерес ĕç пырать. Вĕрентÿ учрежденийĕсем малашне пурте лицензисемпе ĕçлĕç.
Пур педагог та электронлă ресурссемпе усă курма хăнăхса çитнĕ. Пĕлтĕр районта “Информатикăпа коммуникаци технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок” конкурс йĕркеленĕ, “дистанци вĕрентĕвĕ” çĕнĕ системăпа усă курса пăхнă. “Вĕрентÿ” наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсене пурнăçа кĕртсе пынин çимĕçĕсем палăраççĕ. Районти 3 педагог Раççейри чи лайăх педагогсене суйласа илмелли конкурс витĕр ăнăçлă тухрĕ, вĕрентÿ ĕçне пысăк тÿпем хывнăшăн, професси ăсталăхĕшĕн РФ Президенчĕн премине, пĕр педагог ЧР Президенчĕн грантне тивĕçрĕç. Тăвайри вăтам шкул республикăри “Вĕрентÿри пуçару” конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, ăна 300 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.
Вĕрентÿ пахалăхне шкулсем пĕрлехи патшалăх экзаменне "ППЭ" епле хатĕрленни те палăртма пулăшать. Вĕренсе тухакансен 76,08 проценчĕ ППЭне виçĕ е ытларах предметпа тытнă (умĕнхи çул - 55,3 проц.). Вырăс чĕлхипе тытакансен вăтам балл лайăхланнă (63,5; 2008 ç. -59,2), математикăпа вара кăштах чакнă (52,2; 2008 ç.-53,4 проц.). Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн 11 вĕренекене ылтăн, 15 вĕренекене кĕмĕл медальсемпе наградăланă (2008ç.: 8-11).
2009 çулта вĕрентÿ учрежденийĕсене, çав шутра садиксене те, хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтерессипе ĕçленĕ.
Тăрмăшри, Нăрвашри, Пуянкассинчи, Тĕмерти садиксен тата Тĕмер шкулĕн тăррисене тĕпрен юсанă.
Мучарти, Нăрвашри, Пуянкассинчи садиксенче электромонтаж ĕçĕсем туса ирттернĕ, Тушкилти тата Тăвайри 2-мĕш садиксенче те юсав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те вут-кăвар инкекĕ сиксе тухас пулсан усă курмалли картлашкасене тĕрĕслесе тухнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсем шыв вĕрилентермелли хатĕрсемпе, компьютерсемпе, газ хуранĕсемпе, бензинпа ĕçлекен генераторсемпе тата ытти хатĕрсемпе пуянланнă. Чутей шкулне автобус уйăрса панă. Эльпуç шкулĕн çĕнĕ çуртне проектлас ĕçе вĕçленĕ.
Шкул ачисене хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтермелли требованисемпе килĕшÿллĕн кăçал палăртнă ĕçсем:
–пушар хăрушсăрлăхĕн декларацийĕ;
–сывлăх ĕçне туса пыма лицензи илесси;
–шкул автобусĕсенчен пĕрне те пулин çĕннипе ылмаштарасси;
–Эльпуç шкулĕн çуртне тăвасси;
–сирпĕнес, çунас хăрушлăх пур производство объекчĕсемпе усă курма лицензи илесси;
–пуçламăш классенче федераллă патшалăх вĕрентÿ стандартне ĕçе кĕртме тытăнса пăхасси;
–Вĕрентекенĕн çулталăкне халалланă ĕçсене ăнăçлă ирттересси.
2009 çул Çамрăксен çулталăкĕн паллипе иртрĕ. Çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, вĕсене вĕренме, ĕçлеме условисем туса парассипе, вĕсен вăй-халĕпе района аталантарас ĕçре усă курма тăрăшнă. Çав тĕллевпе районта çамрăксен тĕллевлĕ программине йышăннă тата палăртнă ĕçсене туса ирттерме район бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ уйăрнă пулнă.
Çамрăксен çулталăкĕнчи çак ÿсĕмсене палăртма кăмăллă:
пирĕн районти Ирина Сергеевна Иванова РФ Президенчĕн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă;
12 çамрăка творчествăри ăнтăлушăн ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине (уйăхсерен 1830 тенкĕ) панă. Ачасен пултарулăхне аталантаракан центр çумĕнчи музыка шкулĕн преподавателĕ Надежда Петрова ЧР Президенчĕн Грантне çĕнсе илнĕ, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен Павел Павлов ЧР Президенчĕн пайăррăн паракан стипендине тивĕçнĕ. Ĕçлекен 7 çамрăка Тăвай районĕн пуçлăхĕн премийĕсемпе хавхалантарнă.
Районти криминогенлă лару-тăру пăшăрхантарать. Пĕлтĕр 146 преступлени регистрациленĕ (2008 ç. – 139). Уйрăмах йывăр, йывăр тата вăтам йывăрăш преступленисен хисепĕ, çын сывлăхне юри йывăр тата вăтам йывăрăш сиенленĕ, çынна хĕненĕ, асаплантарнă, вĕлерессипе хăратнă, ют пурлăха çаратнă, çынна улталанă, тĕртсе çунтарнă тĕслĕхсем нумайланнă. Обществăлла вырăнта, ушкăнпа тунă преступленисен хисепĕ ÿснĕ. Районти çул-йĕр çинче инкеклĕ ĕçсем (15) ытларах пулнă, вĕсенче 6 çын вилнĕ.
Çав вăхăтрах ырă улшăнусене те палăртмасăр иртме çук. Йывăр, вăтам йывăрăш преступленисене, ют пурлăха вăрланине, экономикăри преступленисене уçса парасси лайăхланнă. Право йĕркине пăсассине сирсе ярассипе йышăннă муниципаллă тĕллевлĕ программăсене пурнăçлассипе ăнăçлă ĕçлесе пынă. Район бюджетĕнчен шалти ĕçсен пайне 210 пин тенкĕ уйăрса панă. Право йĕркине çирĕплетессипе тата ытларах тимлемелле. Çак ĕçе эрех ĕçессине, табак туртассине чакарса пырассипе çыхăнтарса туса пымалла. Пĕрремĕшĕнчен, эрех ĕçни тăтăш преступлени сăлтавĕ пулса тăрать, иккĕмĕшĕнчен, вĕсемех çын ĕмĕрне кĕскетеççĕ.
Иртнĕ çул районта 150 хĕрарăмпа 157 арçын вилнĕ. Пĕрремĕшсем вăтамран 74 çул пурăннă пулсан, иккĕмĕшсем – 59 çул кăна "кăтартусем Раççей шайĕнчи евĕрлех, пирĕн районти хĕрарăмсем кăна икĕ çул ытларах пурăнаççĕ". Ырă хыпар: Йăнтăрчă ял поселенийĕнче çуралакансен йышĕ (19) вилнисенчен (15) пысăкрах пулнă.
Районта 5023 пенсионер шутланать (2000 çулта – 5824, 2005 ç. – 5352). Пенсин вăтам виçи 2057,82 тенкĕ хушăннă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăтам пенси 5687,7 тенкĕпе, ватлăх çитнипе паракан пенси 6126,30 тенкĕпе танлашнă.
Часах Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарать. Районта 71 вăрçă инваличĕ, 13 салтак арăмĕ, вăрçă хыççăн вилнĕ участниксен тăлăха юлнă 140 мăшăрĕ, мирлĕ вăхăтра пуç хунă çар служащийĕсен çемйисенче 3 çын шутланаççĕ. Район администрацийĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе чылай тимлет. 27 вăрçă ветеранăнне хваттер, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма палăртнă.
Ветерансемшĕн пирĕн пурин те куллен тăрăшмалла. Тимуровецсен, волонтерсен, ирĕклĕ пĕрлешÿсен ветерансене хваттере, çурт-йĕрпе хуралтăсене, кил картине, пÿрт умĕсене тасатса йĕркене кĕртме, тирпей-илем кÿме, пахча ĕçĕсенче пулăшмалла. Кулленхи пулăшу, чун ăшши – ветерансемшĕн темрен те паха.
В.ШАКРОВ,район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика