АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлехи тематикăпа йышăну

00:00 02 апреля 2010 г.

2010 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче 15 сехетре Пĕтĕм Раççейри “Раççейри юристсен Ассоциацийĕ” обществăлла организацин Чăваш Ен регионри уйрăмĕ республикăри наци библиотекипе пĕрле пур муниципаллă районпа хула округĕсенче те пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче право хутшăнăвĕсене йĕркелесе пырас ыйтупа Пĕрлехи тематикăпа йышăну ирттерет.
Организаци аппарачĕн ертÿçи Михаил Кузьмин каланă тăрăх, Пĕтĕм Раççейри “Раççейри юристсен Ассоциацийĕ” обществăлла организацин Чăваш Ен регионри уйрăмĕ вырăнсене тухса граждансемпе тĕл пулассине малалла туса пырать.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемпе усă куракансен прависене хÿтĕлемелли гражданла право механизмĕсем, коммуналлă услугăсемшĕн тÿлев виçине палăртмалли йĕрке, нумай хваттерлĕ çурт управленийĕн майĕсене кура граждансен прависене хÿтĕлемелли уйрăмлăхсем, коммуналлă услугăсемпе усă куракансен прависене сыхламалли тĕрлĕ майсемпе меслетсем çинчен тата ытти нумай ыйтупа калаçу пырĕ черетлĕ тематика йышăнăвĕнче.
Граждансене коммуналлă услугăсемпе тивĕçтермелли правилăсемпе тата çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче право хутшăнăвĕсене йĕркелессипе çыхăннă нормативлă ытти право акчĕсемпе пурăнмалли çуртшăн тата коммуналлă услугăсемшĕн расчет тата çĕнĕрен расчет тумалли механизмсем кĕртнĕ. Ку вăл потребительсем асăннă сферăра хăйсен прависем çинчен ытларах пĕлме май паракан объективлă никĕссенчен пĕри пулса тăрать тата çавăн пекех ку тĕлĕшпе сиксе тухакан пурлăх хутшăнăвĕсене тĕплĕ тишкерме кирлине те кăтартса парать.
Граждансен ыйтăвĕсем çине Ассоциаци юрисчĕсем, прокуратура сотрудникĕсем, муниципаллă тытăм администрацийĕсен специалисчĕсем (юристсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх специалисчĕсем), территорири обществăлла самоуправлени специалисчĕсем хуравсем парĕç.
Чăваш Енре пурăнакансенчен кирек кам та йышăнăва çырăнма е хăйне пăшăрхантаракан-кăсăклантаракан ыйтăва Пĕрлехи тематика йышăнăвĕнче тÿрех тăратма та пултарать. Пулăшу ыйтнă çынна квалификациллĕ канаш параççĕ тата вăл е ку ыйтăва татса пама пулăшаççĕ.
Çакна аса илтеретпĕр: Пĕтĕм Раççейри “Раççейри юристсен Ассоциацийĕ” обществăлла организацин Чăваш Ен регионри уйрăмне Шупашкар хулинче 2007 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче туса хунă. Вăл халăхăн начар хÿтлĕхлĕ пайне тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕ парать. Консультаци пункчĕсем тата халăха право пулăшăвĕ паракан центрсем Чăваш Енри пур районпа хулара та ĕçлеççĕ. Тăвайра ун пек консультаци пункчĕ çак адреспа вырнаçнă: Тăвай ялĕ, Ленин проспекчĕ, 3-мĕш çурт. Тел.: (83548) 2–10–58. E-mail:cbs@vahtik.ru.
Пĕтĕм Раççейри “Раççейри юристсен Ассоциацийĕ” обществăлла организацин Чăваш Ен регионри уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика