00:00 16 февраля 2010 г.
Шашкăлла выляса республикăн пирĕн тăрăхран тухнă пĕрремĕш чемпионĕ пулнă, иртнĕ çулсенче республика кубокне çĕнсе илнĕ тата РФ спорт мастерĕн нормине пурнăçланă Алексей Косарев хăйĕн парнисемшĕн февральте çуллен турнир йĕркелет. Уçă турнира республикăри, районти пултаруллă пур шашист та хутшăнма пултарать. Мала тухакансене А.Косарев парнесем парса хавхалантарать.
Турнир февралĕн 21-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре Тăвайри шашка-шахмат клубĕнче пуçланать.
Районти шашкăпа шахмат федерацийĕ.