АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Курссем уçăлаççĕ

00:00 29 января 2010 г.

Ĕç пурри хальхи саманара чун-чĕре хăтлăхĕн уйрăлми пайĕ, пурнăç çăл куçĕ пулса тăчĕ. Анчах тĕнчери экономика кризисне пула ĕçсĕр тăрса юлнисен хисепĕ те ÿссех пырать. Чăн та, Раççей Правительстви лару-тăрăва çемçетес тесе хăш-пĕр мерăсем йышăнать. Вĕсенчен пĕри – кризиспа кĕрешмелли программа. Унпа килĕшÿллĕн патшалăх ĕçсĕр çынсене предприниматель, фермер ĕçне кÿлĕнме, хушма хуçалăх йĕркелеме тавăрса памалла мар субсиди уйăрса парать. Çав укçа-тенкĕпе, тăрăшсан, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетме, теплица хуçалăхне аталантарма, мĕнле те пулин вак предприниматель ĕçне йĕркелеме пулать. Иртнĕ çул программăпа килĕшÿллĕн районта 20 ĕçсĕр çын çавăн пек субсидипе усă курнă.
Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центр çуллен тĕрлĕ курссем йĕркелет. Çапла иртнĕ çул газооператорсен, суту-илÿ ĕçченĕсен курсĕсем ĕçлерĕç. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта В, С категорири водительсен, ял хуçалăх производствинче ĕçлеме тракторист-машинистсен курсĕсене йĕркелесшĕн. Пĕрремĕшсен 3 уйăх, иккĕмĕшсен 3,5 уйăх вĕренмелле. Çак кварталта “Тăвай кооперативĕ” потребительсен обществинче кооператив техникумĕн бази çинче повар-кондитерсен 4 уйăхлăх курсне, хулара штукатур-малярсен 2,5 уйăхлăх курсĕсене уçма палăртнă.
Вĕренекенсене стипендипе, çул укçипе тивĕçтереççĕ. Хулара общежитире пурăннăшăн укçа тÿлеççĕ. Курссенче кирек мĕнле ÿсĕмри ĕçсĕр çынсем те вĕренме пултараççĕ.
О.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика