00:00 26 января 2010 г.
Виссарион Семенович Пряников – техника наукисен докторĕ, профессор, ЧР электротехника наукисен Академийĕн членĕ, радиотехникăпа электроника факультечĕн деканĕ. Вăл Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ, пурнăçăн тумхахлă çулĕпе утса тухса паллă ученăй пулса тăнă. Çамрăксен малашлăхĕшĕн тимлесе кашни çулах районти шкулсенчен вĕренсе тухакан каччăсемпе, хĕрсемпе тĕл пулу йĕркелет.
Çитес шăматкун, январĕн 30-мĕшĕнче, ирхине 9 сехетре Тăвайри вăтам шкулта калаçу йĕркелесшĕн Виссарион Семенович, çав кунах 11 сехетелле Тушкилти вăтам шкулта пуласшăн. Асăннă факультетра вĕренекенсен, кăçал унта вĕренме кĕме хатĕрленекенсен е аслă шкулсене кĕме ĕмĕтленекенсен ашшĕ-амăшĕсене тата выпускниксене тĕл пулусене йыхравлать. Сире кăсăклантаракан ыйтусем çине хаваспах хуравлĕ В.Пряников профессор.
А.АЛЕКСАНДРОВА.