АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çивĕч ыйтусем сÿтсе явнă

00:00 26 января 2010 г.

Иртнĕ эрнекун район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Ивановпа унăн çумĕсем, управленисемпе пайсен пуçлăхĕсем, район прокурорĕ В.Николаев, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, шкулсен директорĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем район администрацийĕн тытăмĕ, 2006 çулхи майăн 12-мĕшĕнчи “2006–2009 çулсенче районти ресурс центрĕсен профиллĕ вĕрентĕве йĕркелес енĕпе базăллă тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли тĕллевлĕ программи çинчен” Пуху йышăнăвĕ пурнăçланни çинчен, Ф.Г.Степанова депутат хăйĕн депутат тивĕçĕсене пурнăçласа пыни çинчен пĕлтерни, 2010–2020 çулсенче районта вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли программа çинчен, район депутачĕсен Пухăвĕн 2009 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи “2010 çулта районти муниципаллă пурлăха приватизацилемелли план çинчен” йышăнăвне хушусем кĕртесси çинчен ыйтусем пăхса тухнă.
Район администрацийĕн тытăмĕпе район пуçлăхĕ Н. Иванов паллаштарнă, çĕнĕ структурăпа килĕшÿллĕн район администрацийĕнчи штатсен единицин хисепĕ 11 процент чакни çинчен пĕлтернĕ.
Район пуçлăхĕ çавăн пекех районăн экономикипе социаллă пурнăçĕ 2009 çулта епле аталанса пынин хăш-пĕр ыйтăвĕсем тата 2010 çулхи задачăсем çинче чарăнса тăнă.
Кун йĕркинчи 2-мĕш ыйтупа вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н.Староселец тухса калаçнă.
Депутатсем Ф.Г.Степанова депутат 1-мĕш суйлав округĕпе хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыни çинчен пĕлтернине шута илнĕ.
Районăн 2010–2020 çулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли программипе тата 2010 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли планпа район администрацийĕн экономикăпа пурлăх пайĕн начальникĕ А.Михайлов паллаштарнă.
Сÿтсе явнă пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
В.ЧАЙКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика