АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Ен Президенчĕ РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă

00:00 26 января 2010 г.

Çĕршыв Президенчĕ Дмитрий Медведев йыхравланипе Чăваш Ен ертÿçи Николай Федоров Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Ларура çĕршывăн политика тытăмне çĕнетсе улăштарассипе, Раççей Федерацийĕн политика институчĕсене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Çавăн пекех Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров тата федераци Ĕçлев службин ертÿçи Юрий Герций Килĕшĕве алă пуснă. Асăннă Килĕшÿре Чăваш енре халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене татса памалли мелсене палăртнă. Федерацин Ĕçлев тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Килĕшĕвĕнче палăртнă тăрăх ĕçлекенсене професси пĕлĕвĕ пама, вĕрентÿ учрежденийĕсене пĕтерекенсене стажировкăна яма, инвалидсене ĕçе вырнаçтарма, ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене бизнеса явăçтарма, Чăваш Енри предприятисене хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе хавхалантарма 530 миллион тенкĕлĕх хушма укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Н.В.Федоров Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕпе Кирилпа тĕл пулса калаçнă. Калаçу вăхăтĕнче обществăн кăмăл-сипетлĕхне çĕклессипе тата Чăваш Енре ăс-хакăла аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика