АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Викторинăна хутшăнар

00:00 22 января 2010 г.

“Ял ĕçченĕ” хаçат 75 çул тултарнине халалласа редакци вулакансем хушшинче викторина йĕркелет. Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтатпăр:
1. Тăвай район хаçачĕ пуçласа мĕнле ятпа тата мĕнле тиражпа тухнă? Сирĕн шутпа мĕншĕн çав ята панă-ши район хаçатне?
2. Хаçатăн 1-мĕш редакторĕ кам пулнă?
3. Кам вăл Александр Филиппович Каховский?Хăш ялтан?
4. Александр Филиппповича 1944 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Верховнăй Главнокомандующи И.В.Сталин тав тунă. Мĕншĕн?
5. Тăвайри типографие миçемĕш çулта хута янă?Унта чи нумай çул ĕçленĕ çынсенчен кама пĕлетĕр?
6. Кам вăл И.Г.Сыроедов?
7. Район хаçачĕ мĕнле ятсемпе тухса тăнă (хронологипе)? “Ял ĕçченĕ” ятпа хăш çултан тухма тытăннă?
8. Редакцие тĕрлĕ çулсенче камсем ертсе пынă (хронологипе)?
9. Хăш çулсенче район хаçачĕ чи пысăк тиражпа тухнă?
10. Пирĕн районтан тухнă çыравçăсенчен камсене пĕлетĕр?
11. Хаçата хăçан компьютерпа версткăлама пуçăннă?
Хуравсене февралĕн 10-мĕшĕччен “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцине ярса пама ыйтатпăр.
Мала тухнисене парнесем кĕтеççĕ.
“Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика