АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçат журналисчĕ виççĕмĕш вырăнта

00:00 19 января 2010 г.

Кашни çулах Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене уявланă чухне журналистсем хушшинчи тĕрлĕ конкурссене пĕтĕмлетеççĕ.
Чăвашпотребсоюзпа республикăри журналистсен союзĕ чылайранпа туслă çыхăну тытаççĕ. Асăннă темăпа ытларах ĕçлекен журналистсем валли семинар-канашлу та йĕркелеççĕ Чăваш ен кооператорĕсем, конкурс ирттереççĕ. Асăннă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ Тăвай ене кăçал та савăнăçлă хыпар çитерчĕ.
Республикăри хаçат-журналсем хушшинче малти виçĕ вырăна “Хыпар”, унăн корреспонденчĕ А.Лукиянова, “Советская Чувашия” пичет кăларăмĕсем йышăннă.
Районсенчи хаçат коллективĕсем те асăннă конкурсра активлăх кăтартнă. И.Прокопьев (”Ял пурнăçĕ”) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. З.Павловапа (”Хĕрлĕ ялав”) И.Никитина (”Пирĕн сăмах”) – иккĕмĕш, Ю.Корнилов (”Пурнăç çулĕпе”), Л.Шуряшкина (”Каçал ен”), А.Никитина (”Ял ĕçченĕ”) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Журналистсемпе ытти авторсенчен Н.Мулянова (радио), тĕп редакторсене – А.Владимирова (”Канаш”), С.Кулигинана (”Пирĕн сăмах”), А.Оринована (”Пирĕн пурнăç”), З.Русанована (”Çĕрпÿ хыпарçи”) хавхалантарнă.
Хамăр район журналистне А.Никитинана виççĕмĕш вырăна тухнă ятпа саламлатпăр, творчествăлла ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.
В.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика