00:00 15 января 2010 г.
Ыран, январĕн 16-мĕшĕнче, район центрĕнче хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем пулаççĕ. Командăпа тата харпăр хăйшĕн ăмăртаççĕ.
Командăсем çак ушкăнсенче тупăшаççĕ:
–пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем;
–вĕрентекенсем;
–предприятисемпе организацисем;
–ял поселенийĕсем;
–район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсенче, республикăри тата федераллă ĕç тăвакан власть органĕсенче ĕçлекенсем.
Шкулсен ушкăнĕнче:
4–5 классенче вĕренекенсен командинче пĕрер хĕр ачапа арçын ача. Дистанци 1 км;
6–7 классенче вĕренекенсен – икшер арçын ачапа хĕр ача. Дистанци 2 км;
8–9 классенче вĕренекенсен – икшер арçын ачапа хĕрача. Дистанци 2 км;
10–11 классенче – 2-шер яшпа хĕр. Хĕрсен – 2 км, яшсен – 3 км.
18 çултан аслă йĕлтĕрçĕсен командинче 2-шер арçынпа хĕрарăм. Хĕрарăмсен – 2 км, арçынсен – 3 км.
Спорт вăл – сывлăх, вăй-хал, илем, чун киленĕвĕ!
Пурте – старта!