00:00 12 января 2010 г.
Тунтикун район пуçлăхĕ Н. Иванов анлă планерка ирттернĕ.
Шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕн çумĕ В.Федоров пĕлтернĕ тăрăх, уяв кунĕсенче право йĕркине пăснă пысăк тĕслĕхсем пулман. “Акконд-агро фирма” обществăра силос вăрланине малалла тĕпчеççĕ.
“Вут-кăварпа асăрхануллă пулманран Амалăх, Улянкă, Тăвай ялĕсенче пушар тухнă, пĕр çын вилнĕ”,– тенĕ госпожнадзор инспекцийĕн начальникĕ А.Шакин.
РФ Пенси фончĕн Тăвай районĕнчи управленийĕн начальникĕ Л.Яковлева 3910 тенкĕрен пĕчĕк сумма илекен пенсионерсене январĕн 1-мĕшĕнчен пенси виçине ÿстерни (районта 686 çынна), валоризаци йĕркипе пенси укçи ÿсни (4530 çынна) çинче чарăнса тăнă.
Райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Г.Масленников икĕ юбилей датине – район йĕркеленнĕренпе 75 çул тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарнине – халалланă смотр-конкурссем Эльпуç тата Йăнтăрчă тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсенче аван иртнине палăртса хăварнă. Çывăх кунсенче вĕсем Çĕнĕ Пуянкасси, Тĕмер, Тăрмăш ял поселенийĕсенче пулмалла.
Планеркăра çавăн пекех финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ Н.Павлова, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров, район пуçлăхĕн çумĕ Г.Гаврилов тата ытти яваплă работниксем тухса калаçнă. Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май, кăçалхи задачăсене палăртнă. Уйрăмах укçа-тенкĕне тăкаклассипе, ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа тирпей-илем кĕртессипе, вăрçă участникĕсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе, строительство ыйтăвĕсемпе çыхăннă ĕçсем çинче чарăнса тăнă.
Юлашкинчен район пуçлăхĕ Н.Иванов 2009 çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.
Р.ШУМОВА.