АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕлĕхсем, çăмăллăхсем

00:00 25 декабря 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне 2010 çул валли янă Çырăвĕнче модернизаци, çĕнĕ технологи, социаллă новаци ыйтăвĕсене пысăк пĕлтерĕш пачĕ. РФ Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕ те хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курассине тимлĕхре тытать. Çавна май эпир халĕ те, ноябрь вĕçĕнче кăна, халăх харпăр хăй тĕллĕн тÿлевсем тумалли “Электронлă касса” хута ятăмăр. Асăннă терминал пулăшăвĕпе тÿлевсене алăри укçа-тенкĕпе те, банк картисемпе те тÿлеме май килет. Паянхи куна “Электронлă кассăпа” çут çанталăк газĕшĕн, электроэнергишĕн, килти стационарлă телефоншăн, мобильнăй çыхăнушăн, Интернетшăн, пурлăх налогĕшĕн, çĕр налогĕшĕн, транспорт налогĕшĕн, ГИБДД штрафĕсене тÿлеме пулать. Çавăн пекех Канаш уйрăмĕпе пирĕн хушма офисра илнĕ кредитсемшĕн те тÿлевсем тума май пур.
Терминал урлă Чăваш Республикинчи хуласемпе ытти районсенче вырнаçнă организацисемпе те кабель телевиденийĕшĕн, домофонпа усă курнăшăн, хваттер укçишĕн тата маларах асăннă пур тÿлевпе те татăлма пулать.
Маларах асăннă тÿлевсене, çав шутрах кредитсене тавăрассине те, банкомат урлă банк карточкисемпе те тума май килет. Халăха çăмăллăх кÿрес тĕллевпе çак кунсенче “Сахарок” магазинра тепĕр банкомат ĕçе кĕчĕ.
Юлашки вăхăтра çынсем тĕрлĕ учрежденисемпе кабинетсем тăрăх чупса çÿресе вăхăта сая ан яччăр тесе “Пĕр чÿрече” меслетпе тивĕçтересси çинчен калаççĕ. Банкомат шăпах ĕнтĕ “пĕр чÿрече” ĕçне-тивĕçне тăвать. Унпа укçа илме, тĕрлĕрен тÿлевсем (электроэнергишĕн, газшăн, кредитсемшĕн тата ытти те), переводсем тума (укçа куçарма), карас телефонсем çине укçа хума пулать, карта счетне тĕрĕслесе тăма тата ытти операцисем туса ирттерме майсем пур.
Банк картисемпе хуласенче тавар туянма е услугăсемшĕн тÿлеме май килнине нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Халĕ вара Тăвайĕнче те банк картисемпе тÿлеме пулать: “Сельхозпродукты”, “Дубрава”, Хумышев магазинсенче тата автозаправкăра. Çывăх вăхăтрах çынсем “Тăвайри кооператив” потребитель обществăн тепĕр икĕ магазинĕнче те банк картипе тавар туянма тытăнĕç. Çапла вара çĕнĕлĕхсем кăçал çулталăк вĕçлениччен те, Çĕнĕ çулта та пулсах тăрĕç.
Çитсе пыракан Çĕнĕ çулпа Сире пурне те!
А.КРАСНОВ, Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Тăвайри хушма офисĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика