00:00 22 декабря 2009 г.
Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун шашкăлла тата шахматла выляса “Ял ĕçченĕ” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çивĕч кĕрешÿсем пычĕç. Шашистсен хушшинче 7 очко илме май пур çĕртен 6,5 очко пухса А.Косарев çĕнтерчĕ. А.Афанасьевпа А.Шишовăн – 4-шар очко.
Шахматистсем хушшинче чи ăнăçлă выляканни Ю.Арестов ветеран пулчĕ (6-ран – 6). Иккĕмĕш вырăна пĕр шутламан çĕртен Г.Федотов (4 очко), виççĕмĕшне каллех А.Шишов (3 очко) йышăнчĕ.
Редакци мала тухнисене дипломсемпе наградăланă тата çитес çур çулшăн район хаçатне тÿлевсĕр çырăнса парать.
Тĕп ăмртусем хыççăн шахматистсем блиц вылянă, унта И.Соловьев çĕнтернĕ.
И.ИВАНОВ.