АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чылайăшĕ çырăннă

00:00 22 декабря 2009 г.

Ураскассинчи Хутор урамĕнче пурăнатпăр эпир. Пысăк урам теме çук ăна, пурĕ те 12 кил хуçалăх кăна. Анчах вĕсенчен нумайăшĕ район хаçачĕ çырăнса илет. Николай Степанович Васильев учитель, районти пушар чаçĕнче ĕçлесе пенсие тухнă Николай Гаврилович Гаврилов, Нина Ивановна Никифорова учительница-пенсионерка, Тăвайри çăкăр заводĕнче ĕçлесе пенсие тухнă Алевтина Демидовна Николаева тата ыттисем те пурăнаççĕ, пурте пекех “Ял ĕçченне” кăмăллаççĕ.
Эпир упăшкапа иксĕмĕр те “Алдиаровский”, кайран “Трудовой путь” хуçалăхсен сысна ферминче ĕçлесе пенсие тухнă. Эпĕ хам ферма заведующийĕнче те тăрăшнă, подрялă йĕркепе ĕçленĕ ун чухне коллектив. Ĕçсем ăнăçса пынă. Халĕ, питĕ шел, фермăсенче выльăх-чĕрлĕх çукки çеç мар, хуçалăхĕ те саланчĕ. Ял çыннисем, чăн та, харпăр хăй кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх усрама, çĕр участокĕсенче çĕр улми, тырă е курăк туса илме тăрăшаççĕ.
“Ял ĕçченне” нумайранпа çырăнса илетпĕр эпир. Хăй вăхăтĕнче пурнăçра сахал мар пулăшнă вăл пире. Çавăнпа ытти çынсене те район хаçатне çырăнса илме сĕнетĕп.
Н.ФЕДОРОВА, пенсионерка. Ураскасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика