АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район бюджетне çирĕплетнĕ

00:00 18 декабря 2009 г.

Çак ытларире район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă. Депутатсем унта 10 ыйту пăхса тухнă, çав шутра кун йĕркинчи тĕп ыйтăва та – “Тăвай районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен”.
Районăн çитес çулхи бюджечĕн проектне законпа килĕшÿллĕн пирвай общественность представителĕсемпе сÿтсе явнă пулнă.
Бюджет проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев паллаштарнă. Ăна çапла сăнласа пама пулать:
малтанлăха палăртнă пĕтĕм тупăшăн калăпăшĕ 198473,7 пин тенкĕ, çав шутра республика бюджетĕнчен трансферт шучĕпе 136745,5 пин тенкĕ пырса кĕмелле;
бюджетăн тăкаксен пайĕ 199293,5 пин тенкĕпе танлашмалла;
муниципалитет парăмĕн чи пысăк виçи 10422 пин тенкĕрен иртмелле мар. Муниципалитет хăй 1729,6 пин тенкĕрен ытла гаранти пама пултараймасть;
малтанлăха шутланă тăрăх бюджет дефицичĕ 819,8 пин тенкĕ пулма пултарать.
Ларура ку ыйтупа депутатсен районти Пухăвĕн бюджет, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен яланхи комиссийĕн председателĕ В.Егоров тухса калаçрĕ. Депутатсем районăн 2010 çулхи бюджетне пĕр шухăшлăн çирĕплетрĕç, çавăн пекех 2009 çулхи бюджета тата район бюджетĕнчен ял поселенийĕсен бюджечĕсене трансферт куçармалли Йĕркесене улшăнусем кĕртрĕç.
Ларура “2010–2020 çулсенче районта социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен сыхланасси тата вĕсемпе кĕрешесси” тĕллевлĕ программа йышăннă. Асăннă программăпа районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Т.Шакшина паллаштарнă. “2005–2009 çулсенче районта наркотикла хатĕрсемпе законсăр усă курнине хирĕç тăмалли комплекслă мерăсем” тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пыни çинчен район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров каласа панă. Информацие асра тытма палăртнă. Унсăр пуçне “2010–2020 çулсенче районта наркотикла хатĕрсемпе законсăр усă курнине хирĕç тăмалли комплекслă мерăсем” тĕллевлĕ программа йышăннă.
Ларура 2010 çулта районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли план çирĕплетнĕ, çавăн пекех районăн муниципаллă харпăрлăхне ял поселенийĕсене тÿлевсĕр парас пирки йышăну тунă.
7-мĕш номерлĕ суйлав округĕнчен районти депутатсен Пухăвне суйланнă Е.Матросова депутат хăйĕн депутат тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен пĕлтерчĕ.
Лару ĕçне район пуçлăхĕ Н.Иванов, район прокурорĕ В.Николаев хутшăннă, Николай Ильич кун йĕркинчи хăш-пĕр ыйтусемпе сăмах илнĕ.
В.ЧАЙКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика