00:00 11 декабря 2009 г.
Районта “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонне йĕркелесси çинчен район пуçлăхĕ Н.И.Иванов йышăну кăларнă. Акци декабрĕн 7–22-мĕшĕсенче иртет. Декабрĕн 16-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче марафона халалланă пысăк концерт пулать. Унта ачасен пултарулăхĕн чи лайăх номерĕсене кăтартаççĕ. Концерт пынă вăхăтра кăмăл пуррисем пурте – уйрăм çынсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисемпе хуçалăхсем – марафон пухмачне пуянлатма пултараççĕ.
Марафон тĕллевĕ – çамрăк талантсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшасси, инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене медицина пулăшăвĕ пама укçа пухасси, ачалăх ячĕпе иртекен ыр кăмăллăх программисене пурнăçласси. Çакăн пек нумай енлĕ ĕç хăйĕн çимĕçне памаллах.
“Ачасем – пирĕн пуласлăх”, – тенине кашниех асра тытса марафона хастар хутшăнмалла.
Ача-пăча фончĕн банкри счечĕ:
Администрация Янтиковского района Чувашской Республики
ИНН 2121001002 КПП 212101001
л"с ; 06903210029 в финансовом отделе администрации Янтиковского района Чувашской Республики
р"с 40703810675063005035 в Канашском ОСБ ;7507 Чувашского ОСБ ;8613 г.Чебоксары БИК 049706609 к"с 30101810300000000609.
Перекет банкĕн Тăвайри офисĕнче "2-мĕш хутра" ятарлă бланксемпе усă курма пулать.
Оргкомитет.