АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пушар инкекĕ

00:00 08 декабря 2009 г.

Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕнче ирхине 4 сехет иртсен районти пушар чаçне Вăтаялĕнче Комсомольски урамĕнчи 1-мĕш номерлĕ çуртра вут-кăвар тухни çинчен пĕлтернĕ. Пушара хирĕç кĕрешекенсем çийĕнчех çула тухнă. Вĕсем çитнĕ çĕре çулăм 5 стеналлă йывăç çуртăн пĕр пÿлĕмне, пÿрт тăррине ярса илнĕ. Пушара сÿнтерсен пурăнмалли пÿртре çунса вилнĕ кил хуçине асăрханă. 53 çулхи арçын вăхăт-вăхăтпа Мускава ĕçлеме çÿренĕ, килĕнче пĕччен пурăннă. Электричествăпа усă курман, çутăшăн укçа тÿлеменшĕн пралукне татнă.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 4 çын çунса вилнĕ. Ку пирĕн пĕчĕк районшăн республикăра пысăк кăтарту. Тăватă çынран виççĕшĕ ÿсĕрле табак туртнă чухне асăрхануллă пулманнипе çут тĕнчерен уйрăлнă.
Пушартан хÿтĕленмелли правилăсене тĕрĕс пăхăнакан çын çеç хăйне те, кÿршисене те пушар хăрушлăхĕнчен шанчăклă сыхлать.
А.ШАКИН, районти пушар надзорĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика