АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Инвалидсемпе тĕл пулчĕç

08:51 08 декабря 2009 г.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ, район пуçлăхĕ Н.Иванов ВОИн пуçламăш организацийĕсен председателĕсемпе, общество пурнăçне харсăр хутшăнакан инвалидсемпе тĕл пулчĕ. Калаçу ирĕклĕн иртрĕ, унта хутшăнакансем район ертÿçине, социаллă хÿтлĕх пайĕпе Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕсене Л.Аввакумовапа Л.Яковлевана, районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумне Н.Доброхотована тĕрлĕ ыйтусем пама пултарчĕç. Николай Ильич пухăннисене кĕскен район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Ку чухнехи производствăна тытса тăма, çĕнĕ производствăсем йĕркелесе яма кансĕр пулин те, район пĕр вырăнта тăмасть, малаллах аталанать. Иртнĕ çул “Акконд–агро фирмăн” çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕ хута кайрĕ. Унта халĕ 469 пуç сăвакан ĕне, пушмак пăрусем, самăртмалли выльăхсем тытаççĕ. Комплекс кунсерен кашни ĕнерен 9 килограмм сĕт суса илет, кунтан талăкне 3,5 тонна сĕт ăсанать. Юлашки çулсенче усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннă. Районта усă курмасăр выртакан çĕрсем (хальлĕхе 2000 га) юлмалла мар. 2009 ял хуçалăх çулĕн итогĕсем тăрăх (унта 20 тĕрлĕ кăтарту кĕрет) республикăн центрти зонине кĕрекен районсем хушшинче тăвайсем 1-мĕш вырăн йышăннă. Суту-илÿ, сывлăха сыхлас ĕç малалла аталанаççĕ. Налог пухасси япăх мар пулса пырать. Çав вăхăтрах кризиса пула тухса тăнă йывăрлăхсем çинчен те асăнса хăварчĕ район пуçлăхĕ. Район ертÿçисем йывăрлăхсене май пур таран çĕнтерсе пырасшăн.
Тĕл пулăва хутшăннисенчен тĕрлĕ ыйтусем пырса кĕчĕç ертÿçĕсем патне. Сăмахран, инвалидсен обществин Тăрмăшри пуçламăш организацийĕн председателĕ В.Тихонов сахăра палăртмалли юн анализне офиссенчех тума çук-ши тет. Вăлах ялсенче çут çанталăк газĕ кĕртнĕ çĕре харпăр хăй укçи-тенкине янă граждансене тăкаксен пĕр пайне тавăрса парас ыйтăва хускатрĕ. Çавнашкал парăмсем Тăрмăшпа Тушкил ялĕсенче пурăнакансем умĕнче пур. Ку ыйтусене те татса пама майсем шырани çинчен пĕлтерчĕç Н.Доброхотовапа Н. Иванов. Тăвайра пурăнакан II ушкăн инваличĕ Г.Лобурева юхăннă çурт программа мĕнле пурнăçланса пынипе кăсăкланчĕ.
Тĕл пулу ăшшăн иртрĕ. Çав ырă атмосфера, пĕр-пĕрне шанни, кайран пурте пĕрле чей ĕçнĕ чух та палăрчĕ. Инвалидсен обществин районти организацийĕн председателĕ И.Соловьев пухăннисене пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çемьере юратупа тăнăçлăх сунчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Иванов инвалидсен республикăри ХI фестивалĕнче шашкăлла выляссипе 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ А.Косарева çитĕнÿпе саламларĕ. Пухăннă çынсен ячĕпе III ушкăн инваличĕ Н.Анисимова район пуçлăхне Н.Иванова, Л.Аввакумовапа Л.Яковлевана, Н.Доброхотована çак тĕл пулăва йĕркеленĕшĕн, унта хутшăннăшăн тав турĕ.
И.ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика