АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “Шоколад – ачасене”

00:00 08 декабря 2009 г.

ятлă акци пуçланнă ноябрĕн 25-мĕшĕнче. Ăна Чăвашпотребсоюзпа “Единая Россия” парти йĕркеленĕ. Кооператорсен магазинĕсенче кашнинче пысăках мар ещĕк лартнă. Унта çынсем шоколад е укçа яма пултараççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн пĕр эрне маларах ещĕксенче пухăннă шоколадсемпе укçасене пуçтараççĕ те, республикăри ачасен интерначĕсене кайса параççĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă пĕчĕк çынсене çапла савăнăç кÿреççĕ Чăваш Енри кооператорсем.
Çак ырă ĕçре пирĕн район çыннисем те кашни çулах активлăх кăтартаççĕ. Эсир те кая юлман. Декабрĕн 15-мĕшĕччен пырать ку акци. Енчен те пĕр-пĕр ачана савăнăç кÿрес тетĕр пулсан, ялсенчи магазинсене кăна кĕрĕр. Вĕсенче кашнинче асăннă ещĕк пур. Ырă туни ырăпа таврăнать, тенине асра тытса, “Шоколад – ачасене” акцие хутшăнăр.
А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика