АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кашнинех тĕллевлĕ ĕçлемелле

00:00 01 декабря 2009 г.

Район администрацийĕнче ĕçлекен яваплă сотрудниксемпе тĕрлĕ служба ертÿçисен тунтикунхи планеркине район пуçлăхĕ Н.Иванов ирттерчĕ.
Шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕ В.Обаськин иртнĕ эрнере право йĕркине пăснă 29 çын тĕлĕшпе ĕç пуçарни, çав шутра ÿсĕрле руль умне ларнăшăн 8 водителе явап тыттарни çинчен пĕлтерчĕ. Милици уйрăмне тĕрлĕ штатсемпе комплектламаллине палăртрĕ.
Районти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район пуçлăхĕ вĕсене вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлемелли çинчен аса илтерчĕ.
2009 çулта районта муниципаллă заказсене эффективлă вырнаçтармалла. Ку енĕпе район администрацийĕн экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн çине тăрса ĕçлемелле.
Декабрĕн 24-мĕшĕнче районта куçман пурлăха сутмалли аукцион иртмелле.
Ял поселенийĕсенче налук пухассипе ытларах тимлемелле.
Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, район территорийĕнче ытларах вут-кăвар алхаснă. Ĕнер те Вăтаялĕнче пушар тухнă, вутра кил хуçи вилнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурин те çирĕп пăхăнмалла.
Планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем В.Шакровпа Г.Гаврилов, пай ертÿçисем В.Ванерке, А.Михайлов, А.Сергеев, С.Иванов тата ыттисем тухса калаçнă, тĕллевсене палăртнă.
В.ЧАЙКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика