00:00 27 ноября 2009 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Аслă тата Генеральнăй Канашĕсен пĕрлехи ларăвне (Санкт–Петербургра) хутшăннă, унтан “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин ХI съездĕнче пулнă. Санкт–Петербургра Н.В.Федоров РФ финанс министрĕпе Алексей Кудринпа тĕл пулса Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Шупашкара таврăнсан, Чăваш Ен Президенчĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территорири органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ, хăй парти форумне хутшăнни, çĕршыв ертÿçисем съездра “Электрон правительстви” тăвас шухăша пысăк пĕлтерĕш пани çинчен каласа панă. Çавна май Николай Васильевич ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Чăваш Ене “справкăсемсĕр ĕçлекен республика” тăвас тĕлĕшпе тăрăшма чĕнсе каланă. Вĕт Чăваш Енĕн çавна валли çирĕп никĕс пур. Республика информаципе коммуникаци технологийĕсене аталантарас енĕпе Раççейре малтисен шутĕнче. Чăваш Енре пур çĕрте те общество усă куракан центрсем, тĕслĕх библиотекисем пур. Вĕсене ватти те, çамрăкки те çÿрет.
ЧР Президенчĕ çавăн пекех республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса парас енĕпе экологи теми пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. “Экологи – экономика никĕсĕ, пирĕн политикăри тĕп çул-йĕр. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегине улшăнусем кĕртнĕ чухне çакна тĕпе хумалла”, – тенĕ Президент.
Канашлура çавăн пекех çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес тата ытти çивĕч ыйтусене хускатнă.
И.ИВАНОВ.