АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Района грипп хумĕ çитрĕ

00:00 24 ноября 2009 г.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче грипп е ОРВИ хăвăрт сарăлса пынине шута илсе иртнĕ эрнере Тăрмăшри тата Тăвайри вăтам шкулсене карантина хупнă. Тăрмăшра – ноябрĕн 26-мĕшĕччен, Тăвайра – ноябрĕн 30-мĕшĕччен. Ăçта пысăк йыш, унта чир хăвăрт сарăлать. Кашни апчху! хыççăн вуншар çын вирус çаклатма пултарать.
Сывлав çулĕсем ерекен йывăр чирпе чирлесси ÿснине кăçал А ушкăнри çулленхи грипп вирусĕсем анлăрах сарăлма тытăннипе те ăнлантармалла. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче тата Вăрнар районĕнче кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра сарăлакан гриппа пĕрлех “сысна грипĕпе” (АН1N1) чирлисене тупса палăртнă.
Чире тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнĕ теме çук. Чылай çĕрте грипп ересрен сыхланмалли медикаментсем çукпа пĕрех. Пĕчĕк ачасем валли интерферон та, анаферон та тупса илме çук. Эмелсен хакĕсем хăвăрт ÿссе кайрĕç.
Чăн та, ноябрĕн пирвайхи вунă кунлăхĕнче республикăра пурăнакансен 16,5 процентне (пирĕн районта – 14,2 проц.) сезонпа килекен грипран привика туса ĕлкĕрнĕ. Çавах та ку çителĕксĕр.
Л.ЯККУ, специалист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика