00:00 20 ноября 2009 г.
Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Тăвайри спорт комплекспа вăтам шкулăн спорт залĕнче сĕтел çи тенниспа районти ăмăртусем иртрĕç. Ăна райадминистрацин социаллă аталанупа культура тата спорт, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕсем йĕркелерĕç. 50 ытла спортсмен 3 ÿсĕм ушкăнĕнче ăмăртрĕ. Мала тухнисем:
5–9 классенче вĕренекенсем
1. Александр Смирнов (Тăрмăш)
2. Леонид Яшуткин (Тăрмăш)
3. Александр Лабзин (Мучар)
10–11 классенче вĕренекен яшсем
1. Руслан Антонов (Тăвай)
2. Ростислав Павлов (Тăвай)
3. Игорь Васильев (Тăвай)
10–11 классенче вĕренекен хĕрсем
1. Аниса Дмитриева (Тăрмăш)
2. Евгения Михайлова (Тăрмăш)
3. Ольга Егорова (Тăвай)
18 çултан аслă хĕрсем
1. Анастасия Васильева (Тăвай)
2. Алина Афанасьева (Тăрмăш)
Çамрăксемпе арçынсем хушшинче
1. Эдуард Буинцев (Тăвай)
2. Александр Буинцев (Тăвай)
3. Владимир Гаврилов (Тăвай)
Абсолютлă çĕнтерÿçĕ ятшăн пынă кĕрешÿре Э.Буинцев Р.Антонова, А.Дмитриева А.Васильевана парăнтарчĕç. Ăмăртусен йĕркелÿçисем мала тухнă спортсменсене дипломсемпе медальсем тата парнесем парса хавхалантарнă.
В.КУЗНЕЦОВ.