АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕреннин усси пурах

00:00 17 ноября 2009 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тĕрлĕ профессие вĕрентнин усси пурах çав. Акă хутмалли çĕнĕ сезон пуçланас умĕн 16 çын – ытларахăшĕ çулланнă, çемьеллĕ çынсем – пĕчĕк пусăмлă газ операторĕсен курсĕнче вĕренчĕç. Вĕсем пурте тенĕ пекех – 15 çын – район центрĕнче, харпăр хăй пурăнакан ялта ĕçе вырнаçрĕç.
Çак уйăх вĕçĕнче районти потребительсен обществи çумĕнчи сутуçăсен 2,5 уйăхлăх курсĕнчен 10 çамрăк вĕренсе тухать. Хĕрсем халĕ шăпах районти тĕрлĕ магазинсенче практикăра. Вĕсем пулас профессийĕпе кăмăллă, вăл хăйсене килĕшнине пытармаççĕ.
–Çынсем, пурнăçри йывăр вăхăта пăхмасăр, алă усса лармаççĕ, професси илсе е унчченхи профессие улăштарса ĕç вырăнĕ тупнăшăн савăнатпăр, лайăх вĕт-ха çакă, – тет ĕçпе тивĕçтерекен центрăн инспекторĕ О.Владимирова.
Г.ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика